19 Турӑ Сывлӑшне сӳнме ан парӑр.
Эй, эсир, кутӑн ҫынсем! Уҫӑлман чун-чӗреллӗ, мӑкланнӑ хӑлхаллӑ ҫынсем! Эсир, мӑн аслаҫӑрсем пекех, яланах Святой Сывлӑша хирӗҫлетӗр.
Ларакансенчен пӗрне Турӑ вӑрттӑнлӑхӗ уҫӑлса кайсассӑн, малтан калаҫаканӗ чарӑнтӑр.
Туррӑн Святой Сывлӑшне ан хурлӑр, ҫылӑхран тӳлесе илес кун валли сире Святой Сывлӑш пичечӗпе паллӑ тунӑ.
Унтан та ытларах, ӗненӗвӗн ум хӳттине тытӑр – унпа эсир шуйттанӑн ухӑ йӗпписене, хӗртнӗскерсене, пурне те сӳнтерме пултаратӑр.
Пророкла каланисене ним вырӑнне те хуманни ан пултӑр.
Пророкла каланисемпе килӗшӳллӗн священниксем алӑ хунипе хӑвна панӑ пултарулӑхна сая ан яр.
Ҫавӑнпа та асту, Турӑ панӑ пултарулӑха сӳнме ан пар; ҫав пултарулӑха эпӗ сана алӑ хурсах парсаттӑм.