16 Яланах савӑклӑ пулӑр.
Ӗлӗк пурӑннӑ пророксене те ҫавнашкалах хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа та савӑнса хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ».
Ҫапах эсир усал сывлӑшсем хӑвӑра пӑхӑннишӗн мар, тӳпере хӑвӑр ятӑрсем ҫырӑннишӗн савӑнӑр».
Вара вӗсем Ӑна тархасла пуҫланӑ: «Хуҫамӑр! Пире яланах ҫав ҫӑкӑра парса тӑрсамччӗ!»
Шанчӑкӑр сире савӑнӑҫ кӳтӗр, хуйхӑ килсен тӳсӗмлӗ пулӑр, Турра яланах кӗлтӑвӑр.
Пире кӳрентереҫҫӗ, анчах та эпир яланах савӑнӑҫлӑ. Пире чухӑн теҫҫӗ, анчах та эпир нумайӑшне пӗтми мул паратпӑр. Пирӗн, ҫук ҫынсен, пурте пур.
Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пулса яланах савӑнӑр. Татах калатӑп: савӑнӑр!