Анчах та Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ хальхи пек пулса тӑтӑм. Ӑшӑмри Унӑн ырӑлӑхӗ усӑсӑр пулмарӗ, эпӗ апостолсенчен пуринчен те ытларах вӑй хурса ӗҫлерӗм. Тепӗр тесен, вӑй хураканӗ эпӗ мар, ӑшӑмри Турӑ ырӑлӑхӗ.
Вӗсем Христос тарҫисем-и? Ӑссӑрла калатӑп: эпӗ тарҫӑран та тарҫӑрах. Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, пайтах патак ҫирӗм, тӗрмесенче нумайрах лартӑм, тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн пултӑм.
Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ чухне епле пурӑннине астӑватӑр пулӗ. Сире чӑрмав кӳрес мар тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр, хамӑра хамӑр йӳнеҫтерсе пурӑнтӑмӑр.
Тӑвансем! Юлашкинчен эпир сире Христос Иисус ячӗпе ҫакӑн пирки тархаслатпӑр. Эпир сире Турра юрӑхлӑ епле пурӑнмаллине вӗрентсеччӗ, ҫавна сирӗн тата лайӑхрах тытса пымалла пултӑрччӗ.
«Филадельфи чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: Давид патша ҫӑраҫҫийӗ Унра, Вӑл уҫнине никам та хупаймӗ, Вӑл хупнине никам та уҫаймӗ. Ҫавӑ – Сӑвапли, Чӑнни – ҫапла калать, те: