9 Ӗненекен тӑвансене юратасси ҫинчен ҫырма кирлех мар пуль, мӗншӗн тесен Турӑ сире пӗр-пӗрне юратма вӗрентнине хӑвӑрах пӗлетӗр.
Иккӗмӗшӗ те ҫавнашкалах аслӑ: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат“.
Ман ятӑмпа Аттем сире Лӑплантаракан Сывлӑш ярса парӗ. Ҫав Святой Сывлӑш Эпӗ мӗн каланине сире пӗтӗмпех ӑнлантарса парӗ, пӗтӗмпех аса илтерӗ.
Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса пурӑннӑ. Харпӑр пурлӑхне вӗсенчен пӗри те манӑн тесе каламан, пурте вӗсен пӗрле пулнӑ.
Пӗр-пӗрне тӑванла ӑшшӑн юратӑр, пӗр-пӗрне хисеплеме васкӑр.
Тепӗр тесен, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекенсене пулӑшасси ҫинчен ҫырни кирлех те мар,
Эппин, пирӗнтен хӑшӗ аталанса ҫитнӗ – ҫапла шухӑшлатӑр. Кам урӑхла шухӑшлать – Турӑ унӑн тӗрӗс мар шухӑшне те уҫӑмлатӗ.
Эй, тӑвансем! Юлашки вӑхӑтсем ҫинчен, самант хӑҫан ҫитесси ҫинчен ҫырмашкӑн кирлех те мар пулӗ тетӗп.
«Ҫав кунсем иртсен, – тет Хуҫа Турӑ, – Эпӗ вӗсене ҫак халала парӑп, Хамӑн саккуна вӗсен чӗрисене хывӑп, ӑс-пуҫне ҫырса хурӑп».
Ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр.
Тата ҫакна каламалла: пӗр шухӑш-туйӑмлӑ пулӑр, ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр, хӗрхенӳллӗ, вашаватлӑ, сӑпайлӑ пулӑр.
Пуринчен те ытларах вара пӗр-пӗрне юратӑр, мӗншӗн тесен юратулӑх нумай-нумай ҫылӑха саплаштарать.
Ӗненекен тӑванне юратакан ҫутӑлӑхра ҫӳрет, унра ҫылӑха кӗресси ҫук.
Пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла тенине эсир ӗненме пуҫласанах илтнӗ.
Унӑн пил-хушӑвӗ вара ҫапла: пирӗн, Хӑй хушнӑ пек, Унӑн Ывӑлне Иисус Христоса ӗненмелле, пӗр-пӗрне юратмалла.
Турӑ пире ҫакӑн пек пил-хушу панӑ: Турра юратакан хӑй тӑванне те юраттӑр.