17 Унтан пире, чӗррисене, Хуҫамӑрпа тӳпере тӗл пулмашкӑн вӗсемпе пӗрле пӗлӗт ҫине илӗҫ. Ҫапла эпир яланлӑхах Хуҫамӑрпа пулӑпӑр.
«Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сире унтан та ытларах калатӑп: паянтан пуҫласа, малашлӑхра, эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр».
«Эпӗ, – тенӗ вара Иисус. – Ӗнтӗ эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр».
Ман ирӗке тӑвакан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта – тарҫӑм та ҫавӑнтах пултӑр. Вара Ман ирӗке тӑвакана Аттем те хисеплӗ».
Унта кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех тавӑрӑнӑп. Вара сире, Хампа пӗрле пулччӑр тесе, Хам патӑма илӗп“, – тенӗ пулӑттӑм.
Эй, Аттем! Эсӗ Мана панисем те Эпӗ ӑҫта, ҫавӑнта Манпа пӗрлех пулччӑр. Эсӗ Мана тӗнчене пултаричченех юратса панӑ мухтава вӗсем те курччӑр.
Ҫак сӑмахсене каласан вӗсен куҫӗ умӗнчех Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ те Ӑна пӗлӗт илсе кайнӑ. Вӑл куҫран ҫухалнӑ.
Вӗсем шывран тухсанах евнух ҫине Святой Сывлӑш аннӑ, Филипа вара Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ ҫавӑнтан илсе кайнӑ та вӑл евнуха курӑнми пулнӑ. Унтан евнух савӑна-савӑна малалла ҫул тытнӑ.
ҫавӑнпа та эпир, хастар кӑмӑллӑ пулса, ӳт-пӳрен тухса Хуҫамӑр патне куҫни аванрахчӗ тесе ӗмӗтленсе пурӑнатпӑр.
Маншӑн вӑл та, ку та кӑмӑллӑ: ҫак пурӑнӑҫран уйӑрӑлса кайса манӑн Христоспа пӗрле пулас килет. Ку, паллах, чылай аванрах пулӗччӗ.
Ҫав юратулӑхпа Вӑл сире, Иисус Христос Хуҫамӑр Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисемпе пуринпе те тепре киличчен, ҫирӗплӗх патӑрччӗ; сирӗн Атте Турӑ умне таса сӑваплӑхпа тӑмалла пултӑрччӗ. Аминь.
Ҫакна эпир сире Хуҫамӑрӑн сӑмахӗпе килӗшӳллӗн калатпӑр: эпир, чӗррисем, тата Хуҫамӑр тепре киличчен пурӑнас ҫынсем, вилнисенчен малта пулмӑпӑр.
Ӗнтӗ ҫак сӑмахсене каласа пӗр-пӗрне хавхалантарӑр.
Пире пурӑннӑ чухне те, вилсессӗн те Хӑйӗнпе пултарас тесе, Христос пирӗншӗн пурӑнӑҫне панӑ.
Анчах та Турӑ шантарнӑ тӑрӑх эпир ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗре кӗтетпӗр, унта тӳрӗлӗх пулӗ.
Акӑ, Вӑл пӗлӗтсем ҫинче килӗ те, Ӑна пурте, ҫав шутрах Хӑйне пӑталаса сӑнӑпа чикнисем те, курӗҫ. Ҫӗр ҫинчи мӗн пур йӑхсем Унӑн умӗнче татӑлса йӗрӗҫ. Ҫапла пулӗ, аминь.
Унтан икӗ пророкӗ те тӳперен хӑватлӑ сасӑ илтрӗҫ. «Кунта хӑпарӑр!» – терӗ вӗсене сасӑ. Вара тӑшманӗсен куҫӗ умӗнчех вӗсем, пӗлӗт ҫине ларса, тӳпене ҫӗкленчӗҫ.
Хӗрарӑм ывӑл ача ҫуратрӗ. Ҫав ывӑлӑн мӗн пур халӑхсене тимӗр туяпа пӑхмалла пулӗ. Ҫавӑнпа та ывӑл ачана Турӑ патне, Унӑн престолӗ патне илчӗҫ.