15 Ҫакна эпир сире Хуҫамӑрӑн сӑмахӗпе килӗшӳллӗн калатпӑр: эпир, чӗррисем, тата Хуҫамӑр тепре киличчен пурӑнас ҫынсем, вилнисенчен малта пулмӑпӑр.
«Тӳлӗ-ха», – тенӗ Петр. Унтан, Петр пӳрте кӗрсен, сӑмах хушма ӗлкӗричченех Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Симон, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн? Ҫӗр ҫинчи патшасене хырҫӑ-налук камсен тӳлемелле? Хӑйсен ҫӗр-шывӗнче пурӑнакансен е пӑхӑнтарнӑ ют халӑхсен?»
Эппин Христоса ӗненсе вилнисем те яланлӑхах пӗтнӗ пулать.
Усӑллӑ мар пулин те, татах мухтанам-ха. Ӗнтӗ хама Хуҫа Турӑ кӑтартнӑ курӑнусемпе уҫӑлусем ҫинчен каласа парам.
Мӗншӗн тесен ҫакна пӗлетпӗр: Иисус Хуҫамӑра чӗртсе тӑратнӑ Турӑ пире те, Иисуса чӗртнӗ пекех чӗртсе, сирӗнпе пӗрле Хӑй умне тӑратӗ.
Эпӗ ӑна этемрен илтмен, этемрен вӗренмен, ӑна мана Иисус Христос Хӑй пӗлтернӗ.
Иисус Христос Хуҫамӑр тепре килсессӗн Унӑн умӗнче кам пирӗн шанчӑк та, савӑнӑҫ та, мухтав пуҫ кӑшӑлӗ те пулӗ? Ытти ӗненекенсемпе пӗрлех эсир те мар-и вара?
Тӑвансем! Сирӗн ыттисем пек, шанчӑк ҫуккисем пек кулянмалла ан пултӑрччӗ тесе, эпӗ сире вилнисем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар.
Пире пурӑннӑ чухне те, вилсессӗн те Хӑйӗнпе пултарас тесе, Христос пирӗншӗн пурӑнӑҫне панӑ.
Тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр килесси пирки тата хамӑр Ӑна кӗтсе илесси пирки вара ҫакна йӑлӑнсах ыйтатпӑр: