14 Мӗншӗн тесен эпир Иисус вилсе чӗрӗлнине ӗненетпӗр пулсан, Иисуса ӗненсе вилнисене те Турӑ Унпа пӗрле Хӑй патне илсе пырасса шанатпӑр.
Вара, вӑйлӑ труба сасси янӑраса кайсан, Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ, вӗсем тӗнчен тӑватӑ енчен те, пӗлӗтӗн пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитичченех Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пухӗҫ».
Мӗншӗн тесен Христос вилнисемпе чӗррисен Хуҫи пулмашкӑн вилнӗ те, чӗрӗлнӗ те.
Сирӗнте Иисуса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӑн Сывлӑшӗ пур пулсан, эппин Христоса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӗ сирӗн ӑшри Хӑйӗн Сывлӑшӗпе вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗре те чӗрӗ тӑвӗ.
Ҫав юратулӑхпа Вӑл сире, Иисус Христос Хуҫамӑр Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисемпе пуринпе те тепре киличчен, ҫирӗплӗх патӑрччӗ; сирӗн Атте Турӑ умне таса сӑваплӑхпа тӑмалла пултӑрччӗ. Аминь.
Тӑвансем! Сирӗн ыттисем пек, шанчӑк ҫуккисем пек кулянмалла ан пултӑрччӗ тесе, эпӗ сире вилнисем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар.
Унтан пире, чӗррисене, Хуҫамӑрпа тӳпере тӗл пулмашкӑн вӗсемпе пӗрле пӗлӗт ҫине илӗҫ. Ҫапла эпир яланлӑхах Хуҫамӑрпа пулӑпӑр.
Тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр килесси пирки тата хамӑр Ӑна кӗтсе илесси пирки вара ҫакна йӑлӑнсах ыйтатпӑр:
Эпӗ – чӗрӗ. Эпӗ вилнӗччӗ, акӑ, курсам: Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑп, аминь. Тамӑкпа вилӗм ҫӑраҫҫисем те Манра.
Унтан эпӗ тӳперен хама ҫапла калакан сасӑ илтрӗм: «Ҫырса хур, – терӗ ҫав сасӑ, – Хуҫамӑра ӗненсе вилнисем, ҫак вӑхӑтран пуҫласа, телейлӗ пулӗҫ». «Чӑнах та ҫапла, – тет Сывлӑш, – вӗсем ӗнтӗ хӑйсен ӗҫӗсенчен канӗҫ, мӗншӗн тесен ӗҫӗсем хӑйсемех вӗсем ҫинчен калӗҫ».