Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 1-мӗш 4:13 - Синодальный НЗ

13 Тӑвансем! Сирӗн ыттисем пек, шанчӑк ҫуккисем пек кулянмалла ан пултӑрччӗ тесе, эпӗ сире вилнисем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 1-мӗш 4:13
35 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Тупӑклӑхсем уҫӑлнӑ та, вилнӗ сӑваплӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ чӗрӗлсе тӑнӑ.


«Чӗрӗлсе тӑмалли юлашки кун ҫитсен вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса хам та пӗлетӗп-ха», – тенӗ Ӑна Марфа.


Хӑйӗн ӗмӗрне Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа ирттернӗ Давид, вилсен, ашшӗсем патнех масар ҫине кайнӑ, ҫӗрнӗ,


Унтан, чӗркуҫленсе ларса, кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑҫӑм, вӗсен ҫак ҫылӑхне шута ан илсем!» Ҫапла каласанах вӑл вилсе кайнӑ.


Ырӑ ҫынсем вара хӑйсем хисепленӗ Стефана пытарнӑ, уншӑн кулянса питӗ хытӑ йӗнӗ.


Тӑвансем! Пӗлсемӗр: эпӗ сирӗн патӑра темиҫе хут та пыма пуҫтарӑнсаттӑм, анчах та паян кунчченех чӑрмавсем тупӑнса пычӗҫ. Эпӗ сирӗн патӑрта та, Турра пӗлмен ытти халӑхсем хушшинчи пекех, ӗненӳшӗн тунӑ ӗҫӗмсен уссине курасшӑнччӗ.


Эй, тӑвансем! Ман сире ҫакна пӗлтерес килет: пирӗн мӑн асаттесем пурте пӗлӗт витӗмӗпе пынӑ, сирӗлнӗ тинӗс тӗпӗпе каҫнӑ.


Эй, тӑвансем! Манӑн сире Турӑ Сывлӑшӗн парнисем пирки пӗлтермесӗр хӑварас килмест.


тепринче тата пӗр вӑхӑтрах пилӗк ҫӗр ытла тӑванӑмӑра курӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-хӑшӗ вилнӗ ӗнтӗ, анчах ытларахӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ-ха.


Эй, тӑвансем! Эпир Асире мӗнле хӗн-хур тӳснине сире пӗлтермесӗр хӑварас килмест. Ҫав чӑтма ҫук йывӑр асапа пула эпир хамӑр чӗрӗ юласса та шанма пӑрахнӑччӗ,


Ун чухне эсир Христоссӑр пулнӑ, Израиль халӑхӗнчен те, Турӑ шантарса панӑ халалран та аякра тӑнӑ; ҫак тӗнчере шанчӑксӑр, Турӑсӑр пурӑннӑ.


Тахҫан эпир хамӑр та ҫавнашкалахчӗ: ӳт-пӳ хистенӗ хыҫҫӑн, ӳт-пӳпе шухӑш-кӑмӑл илӗртнӗ хыҫҫӑн каяттӑмӑр. Эпир те, этем йӑхӗнчисем, ыттисем пекех, Турӑ ҫилли ҫитес ҫынсем пулнӑ.


Мӗншӗн тесен эпир Иисус вилсе чӗрӗлнине ӗненетпӗр пулсан, Иисуса ӗненсе вилнисене те Турӑ Унпа пӗрле Хӑй патне илсе пырасса шанатпӑр.


Ҫакна эпир сире Хуҫамӑрӑн сӑмахӗпе килӗшӳллӗн калатпӑр: эпир, чӗррисем, тата Хуҫамӑр тепре киличчен пурӑнас ҫынсем, вилнисенчен малта пулмӑпӑр.


Пире пурӑннӑ чухне те, вилсессӗн те Хӑйӗнпе пултарас тесе, Христос пирӗншӗн пурӑнӑҫне панӑ.


Эппин ыттисем пек ҫывӑрса выртар мар, сыхӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулар.


«Христос тепре килме шантарнӑ. Ӑҫта-ха Вӑл? Мӑн асаттесем вилме пуҫланӑранпах, тӗнче пуҫланнӑранпах нимӗн те улшӑнмасть, йӑлтах ҫаплипех юлать», – тейӗҫ вӗсем.


Эй, савнӑ тӑвансем! Ҫакна ҫеҫ нихӑҫан та ан манӑр: Хуҫа Турӑшӑн пӗр кун та пин ҫул пек, пин ҫул та пӗр кун пек анчах.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ