9 Сирӗншӗн тата пире Туррӑмӑр умӗнче эсир кӳнӗ савӑнӑҫшӑн Турра тав туса та ҫитереес ҫук.
Тавах Турра! Турӑ пире Христос урлӑ яланах ҫӗнтерӳллӗ тӑвать. Пирӗн урлӑ вара Хӑй ҫинчен пур ҫӗрте те техӗмлӗ те чаплӑ пӗлӳ сарать.
Эппин, калама ҫук пысӑк ырӑлӑх панишӗн Турра тав!
Иисус Христос Хуҫамӑр тепре килсессӗн Унӑн умӗнче кам пирӗн шанчӑк та, савӑнӑҫ та, мухтав пуҫ кӑшӑлӗ те пулӗ? Ытти ӗненекенсемпе пӗрлех эсир те мар-и вара?