Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 1-мӗш 3:4 - Синодальный НЗ

4 Астӑватӑр-и, хамӑра кӗтекен асапсем пирки эпир сире хӑвӑр патӑрта чухне малтанах асӑрхаттарнӑччӗ. Калани чӑна килнине халӗ хӑвӑрах куратӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 1-мӗш 3:4
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫаксем пирки Эпӗ сире малтанах каласа хурас терӗм.


Амфипольпе Апполони урлӑ кайса, апостолсем Фессалоникӑна ҫитнӗ. Унта иудейсен синагоги пулнӑ.


Анчах та Фессалоникӑри иудейсем Павел Верире те Турӑ сӑмахне вӗрентнине пӗлсессӗн унта та пынӑ, халӑха хӗтӗртме, пӑлхатма пуҫланӑ.


Анчах та эпӗ ниме те пӑхса тӑмастӑп, пурнӑҫӑма шеллеместӗп, Иисус Хуҫамӑр хама шанса панӑ ӗҫӗме – Турӑ тивлечӗллӗ Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентессине – вӗҫне ҫити хавасланса туса тӑраясчӗ кӑна.


Иудейӑра Христос Иисуса ӗненекенсене иудейсемех хӗсӗрленӗ. Вӗсем евӗрлех сирӗн те, Турра ӗненекенсен, хӑвӑр халӑх ҫыннисемех хӗсӗрленине тӳсме тивнӗ.


Маларах Филиппӑра пире асап тата хур кӑтартнине эсир пӗлетӗр. Апла пулин те, Туррӑн Ырӑ Хыпарне эпир, пӗтӗм вӑя хурса, Турӑ пулӑшнипе сире хӑюллӑнах ӳкӗтлесе вӗрентрӗмӗр.


Ҫапла пуласса эпӗ сирӗн патӑрта чухнех сире каласаттӑм. Астумастӑр-и?


Сирӗн патӑрта пурӑннӑ чухнех эпир сире ҫапла вӗрентеттӗмӗр: «Кам ӗҫлемест, ҫав ҫимест».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ