Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 1-мӗш 2:8 - Синодальный НЗ

8 Эсир пирӗншӗн хаклӑ ҫынсем пулса тӑтӑр, ҫавӑнпа та, сирӗншӗн тӑрӑшса, эпир сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме кӑна мар, чунӑмӑрсене пама та хатӗрччӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 1-мӗш 2:8
23 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унта Рим ҫӗрпӗвӗн пӗр тарҫи вилес пекех чирлӗ выртнӑ пулнӑ. Ҫӗрпӳ ҫав тарҫа питӗ хакланӑ.


Иисус Христос чуринчен Павелран. Турӑ ирӗкӗпе мана апостол пулма чӗнсе илнӗ, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтермешкӗн суйланӑ.


Эй, тӑванӑмсем! Эпӗ пӗтӗм чӗререн Израиль халӑхне ҫӑлӑнӑҫ сунса Турра кӗлтӑватӑп.


Пырсассӑн эпӗ Христос Ырӑ Хыпарӗн тулли пиллӗхне сире ҫитерсе парасса шанатӑп.


Эпӗ сире питӗ юрататӑп пулин те, эсир мана юратсах каймастӑр. Апла пулин те, сирӗншӗн савӑнсах тӑкакланӑп, сирӗн чунӑршӑн хама пуҫӗпех парӑп.


Эпир вара, Турӑ ӗҫне тӑвакансем пулса, сире ҫапла йӑлӑнатпӑр: Турӑ ырӑлӑхне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр.


Эй, ачамсем! Христос сӑнарӗ сирӗн чунӑрта пуличченех ача ҫуратакан хӗрарӑм тӳсекен асапа эпӗ каллех тӳсетӗп.


Эпӗ сире Иисус Христос юратулӑхӗпе пурне те юратнине Турӑ курать.


Сирӗн ӗненӗвӗр – Турра кӳмелли парне. Ҫав парне ҫине юнӑма юхтарма тивсессӗн те эпӗ хӗпӗртӗп, сирӗн савӑнӑҫӑра пайлӑп.


Сирӗншӗн пӗтӗм чӗререн, хампа танах тӑрӑшакан ҫыннӑм Тимофейсӑр пуҫне урӑх ҫук.


Эппин, чунӑм туртакан савнӑ тӑванӑмсем, Хуҫамӑра ҫапла ҫирӗп ӗненсе тӑрӑр, эсир – манӑн савӑнӑҫӑм, манӑн ҫӗнтерӳ пуҫ кӑшӑлӗ.


Эпир Христос ҫинчен пӗлтеретпӗр, кашни ҫынна тӗрлӗ ӑс парса ӑнлантаратпӑр, ӳкӗтлетпӗр. Ҫакна эпир кирек епле ҫынна та Христоса ӗнентерсе Турӑ умне пӗр кӑлтӑксӑр тӑратас тесе тӑватпӑр.


Ун ҫинчен эсир ӗҫӗмӗрти юратнӑ юлташран, сире пулӑшакан шанчӑклӑ Христос тарҫинчен Епафрасран пӗлтӗр.


Сире тата Иисус Христос чури, хӑвӑр хушшӑртан тухнӑ Епафрас саламлать. Сирӗн пӗр кӑлтӑксӑр ӗненсе ҫирӗп тӑмалла пултӑрччӗ, Турра юрӑхлине пӗтӗмпех туса пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе вӑл тӑтӑшах хӗрӳллӗн кӗлтӑвать.


Чунӑма Иисус Христос тыткӑнланӑ Павелран тата ӗненекен тӑванӑмӑр Тимофейран – савнӑ Филимон тусӑмӑра, ӗҫри юлташӑмӑра;


Хӑвӑр вӗрентӳҫӗрсене итлӗр, пӑхӑнӑр. Вӗсем сирӗншӗн Турӑ умӗнче яваплӑ, ҫавӑнпа вӗсем сирӗн чунӑршӑн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр тесе (вӗсем хуйхӑрса ӗҫленинчен сире усӑ пулас ҫук), вӗсене пӑхӑнӑр.


Юратулӑх мӗнне эпир пӗлетпӗр: Христос пирӗншӗн чунне панӑ, пирӗн те тӑвансемшӗн чуна пама хатӗр пулмалла.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ