Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 1-мӗш 2:6 - Синодальный НЗ

6 Пире этем мухтавӗ кирлӗ мар: эсир мухтани те, ыттисем мухтани те.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 1-мӗш 2:6
24 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Мӗншӗн тесен вӗсем ҫын мухтанине Турӑ мухтавӗнчен ытларах юратнӑ.


Ҫын мухтани Мана ним тума та кирлӗ мар.


Пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырас вырӑнне эсир пӗр-пӗрне мухтаса пурӑнатӑр пулсан ӑҫтан-ха Мана ӗненме пултарӑр?


Хӑйӗнчен калакан хӑйшӗн ҫеҫ мухтав шырать. Кам Хӑйне кунта Яраканшӑн мухтав шырать, Вӑл чӑннине калать; Унӑн чӗри ултавсӑр.


Арҫынна хӗрарӑмшӑн туман, хӗрарӑма арҫыншӑн тунӑ.


Сирӗн патӑра пырсан Хуҫамӑр панӑ ирӗкӗмпе сире ятламалла ан пултӑрччӗ манӑн. Ҫав ирӗкӗме аркатмашкӑн мар, пултармашкӑн панӑ, ҫавӑнпа хам пыриччен ҫырса яратӑп та ӗнтӗ.


Эпир хамӑр ҫинчен вӗрентместпӗр, Иисус Христос вӑл пирӗн Хуҫамӑр пулни ҫинчен вӗрентетпӗр. Эпир Иисус ячӗшӗн сирӗн чура пултӑмӑр.


Халӗ эпӗ этем кӑмӑлне е Турӑ кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшатӑп-ши? Тен, эпӗ ҫынсене юрас тесе тӑрӑшатӑп? Эпӗ халиччен ҫынсене юрас тесе пурӑннӑ пулсан Христос чури пулмӑттӑм.


Атьӑр чапшӑн ҫунмасӑр, пӗр-пӗрне тарӑхтармасӑр, пӗр-пӗрне кӗвӗҫмесӗр пурӑнар.


Ӳт кастарнисем хӑйсем те саккуна пӑхӑнса пурӑнмаҫҫӗ; сире те, хӑйсене мухтанса ҫӳреме сӑлтав пултӑр тесе ҫеҫ, ӳт кастарасшӑн.


Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ чухне епле пурӑннине астӑватӑр пулӗ. Сире чӑрмав кӳрес мар тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр, хамӑра хамӑр йӳнеҫтерсе пурӑнтӑмӑр.


Чиркӗве ертсе пыракан пресвитерсене, уйрӑммӑнах тӑрӑшса ӳкӗтлекеннисене, вӗрентекеннисене, ыттисенчен ытларах хисепле.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ