4 Пачах урӑхла, Турӑ пире Ырӑ Хыпар вӗрентме епле шанса панӑ, ҫапла вӗрентетпӗр те. Эпир ҫынсене юрама тӑрӑшмастпӑр, хамӑр чӗресене тӗрӗслекен Турра юрама тӑрӑшатпӑр.
Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр.
Ҫавӑнпа эпир текех никама та этемле шухӑшласа хакламастпӑр. Маларах эпир Христос пирки ҫавнашкал этемле шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ ун пек шухӑшламастпӑр.
Халӗ эпӗ этем кӑмӑлне е Турӑ кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшатӑп-ши? Тен, эпӗ ҫынсене юрас тесе тӑрӑшатӑп? Эпӗ халиччен ҫынсене юрас тесе пурӑннӑ пулсан Христос чури пулмӑттӑм.
Пачах та урӑхла, Петра иудейсене вӗрентме епле Ырӑ Хыпар шанса панӑ, мана та ҫавнашкалах ытти халӑхсене вӗрентме Ырӑ Хыпар шанса панине вӗсем куҫкӗрет курчӗҫ.
Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене пур тӗлӗшӗнчен те пӑхӑнӑр. Йӑпӑлтисем пек вӗсене куҫ умӗнче юрас тесе кӑна мар, Турӑран хӑраса, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшӑр.
Эпӗ ун хыҫҫӑн каякансем ҫине вилӗм ярӑп, вара Эпӗ ҫынсен шухӑш-туйӑмне Тӗрӗслекенӗ пулнине пур чиркӳсем те ӑнланӗҫ. Эпӗ сире кашнинех ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп.