3 Мӗншӗн тесен пирӗн сӑмахра йӑнӑш та, таса мар кӑмӑл-шухӑш та, ултав та ҫук.
Саккун кӗнекипе пророксен кӗнекине вуланӑ хыҫҫӑн синагога пуҫлӑхӗсем вӗсене ҫын урлӑ ҫапла пӗлтернӗ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Сирӗн халӑха вӗрентсе калас сӑмахӑр пур пулсан, калӑр!»
Тӗслӗхрен, Кипртан пынӑ пӗр Иосия ятлӑ левит пулнӑ. Ӑна апостолсем Варнава тесе ят панӑ. (Варнава тени «савӑнтаракан ывӑл» тенине пӗлтерет.)
Ҫавнашкал ҫынсем – суя апостолсем, чеен ӗҫлесе вӗсем хӑйсене Христос апостолӗсем пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ.
Нумайӑшӗ Турӑ сӑмахне пӑсса вӗрентеҫҫӗ, эпир апла вӗрентместпӗр. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ сӑмахне Унӑн ҫыннисем пек таса чунпа пӗлтерсе, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.
Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр.
Эпир хамӑр ҫинчен вӗрентместпӗр, Иисус Христос вӑл пирӗн Хуҫамӑр пулни ҫинчен вӗрентетпӗр. Эпир Иисус ячӗшӗн сирӗн чура пултӑмӑр.
Чыслӑхпала чыссӑрлӑх, ырӑ ятпа усал ят пирӗн хыҫҫӑнах ҫӳреҫҫӗ. Пирӗнте суялӑх ҫук пулин те, пире суеҫӗ теҫҫӗ.
Чунӑрсене уҫса пире йышӑнсамӑрччӗ! Эпир никама та кӳрентермен, сиен туман, никам шучӗпе те пуйман.
Хӑвӑрах пӗлетӗр: эпир сире пурсӑра та ашшӗ ачисене ӳкӗтленӗ пекех Турра юрӑхлӑ пурӑнма тархасласа ӳкӗтлерӗмӗр, йӑлӑнтӑмӑр. Турӑ сире Хӑйӗн Патшалӑхне кӗме, Хӑйӗн мухтавне тивӗҫлӗ пулма чӗнсе илнӗ.
Турӑ пире ирсӗр пулмашкӑн мар, сӑваплӑ пулмашкӑн чӗнсе илнӗ.
Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене ултав аллине парӗ, вӗсем ӗнтӗ суялӑха ӗненӗҫ.
Эпир сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл килни ҫинчен юмах юптарса мар, Унӑн аслӑлӑхне хамӑр куҫпа хамӑр курнӑран каласа патӑмӑр.