Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 1-мӗш 2:2 - Синодальный НЗ

2 Маларах Филиппӑра пире асап тата хур кӑтартнине эсир пӗлетӗр. Апла пулин те, Туррӑн Ырӑ Хыпарне эпир, пӗтӗм вӑя хурса, Турӑ пулӑшнипе сире хӑюллӑнах ӳкӗтлесе вӗрентрӗмӗр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 1-мӗш 2:2
27 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Апла пулин те Павелпа Варнава унта Хуҫамӑр ҫинчен хӑюллӑн вӗрентсе пайтах пурӑннӑ. Апостолсем Хӑйӗн тивлечӗпе вӗрентнине ҫирӗплетсе, Хуҫамӑр вӗсен аллипе хӑватсемпе паллӑсем пултарнӑ.


Урӑх халӑх ҫыннисемпе иудейсем, хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле, Павелпа Варнавӑна мӑшкӑл туса, чулпа пере-пере вӗлерме шухӑш тытнӑ.


Унтан эпир Филиппы ятлӑ хулана кайрӑмӑр. Филиппы – Македони ҫӗрӗн ҫак пайӗнчи хули тата Рим колонийӗ. Ҫав хулара эпир темиҫе кун хушши пурӑнтӑмӑр.


Хӑйсен тупӑш илес шанчӑкӗ пӗтнине туйса илнӗ хуҫасем вара Павелпа Силӑна тытрӗҫ те хула варрине, пуҫлӑхсем патне, сӗтӗрсе кайрӗҫ.


Анчах та Павел вӗсене ҫапла каланӑ: «Пире, Рим гражданӗсене, пӗтӗм халӑх умӗнче судсӑр-мӗнсӗр патакпа ҫаптарчӗҫ, унтан тӗрмене хупрӗҫ. Халӗ вара вӑрттӑн кӑларса ярасшӑн-и? Ҫук, хӑйсем килсе хӑйсемех кӑларса яччӑр пире».


Амфипольпе Апполони урлӑ кайса, апостолсем Фессалоникӑна ҫитнӗ. Унта иудейсен синагоги пулнӑ.


Ҫапла вара, вӑл иудейсемпе тата Турра хисеплекен ытти ҫынсемпе синагогӑра калаҫнӑ. Тата Павел кунсеренех пасар вырӑнӗнче тӗл пулакансемпе те калаҫнӑ.


Павел пӗр хӑрамасӑрах синагогӑра виҫӗ уйӑх ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. Вӑл ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен питӗ ӗнентермелле кала-кала кӑтартнӑ.


Петрпа Иоанн хӑюлӑхне курса тата вӗсем вӗренмен ахаль ҫынсем ҫеҫ пулнине асӑрхаса, пуҫлӑхсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тӗлӗнсех кайнӑ. Ҫавӑнтах, кусем Иисуспа пӗрле ҫӳренине аса илсен, вӗсене палласа илнӗ.


Хамӑр курни-илтнине эпир калаймасӑр тӑраймӑпӑр».


Кӗлтуса пӗтерсенех вӗсем пухӑнса тӑнӑ вырӑн чӗтренсе кайнӑ. Вара пурин те чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пурте Турӑ сӑмахне хӑюллӑнах вӗрентсе ҫӳренӗ.


Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн хур курма тивӗҫ пулнишӗн савӑнса апостолсем синедрионран тухса кайнӑ.


Иисус Христос чуринчен Павелран. Турӑ ирӗкӗпе мана апостол пулма чӗнсе илнӗ, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтермешкӗн суйланӑ.


Ҫавнашкал шанчӑк пуртан эпир уҫҫӑн та хӑюллӑн калаҫатпӑр.


Сирӗншӗн тата Лаодикири, Иерапольти тӑвансемшӗн, тата мана курман-пӗлмен мӗн пур ӗненекенсемшӗн хам епле паттӑррӑн кӗрешнине манӑн сире пӗлтерес килет.


Мӗншӗн тесен эпир пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара эсир сӑмах халлӗн кӑна илтмерӗр. Ырӑ Хыпарӑн чӑнлӑхне эпир сире Святой Сывлӑш хӑвачӗпе, ҫирӗп ӗненӳпе вӗрентрӗмӗр. Сирӗн патӑрта чухне эпир сире ырра пултӑр тесе мӗнле пурӑннине хӑвӑрах пӗлетӗр.


Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп.


Савнӑ тӑванӑмсем! Сирӗн патӑра пурте ҫӑлӑнасси ҫинчен манӑн питӗ ҫырассӑм килетчӗ. Анчах та эпӗ сирӗн патӑра Турӑ Хӑйӗн халӑхне пӗрре тата яланлӑха панӑ ӗненӳшӗн кӗрешме ӳкӗтлесе ҫырас терӗм.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ