19 Иисус Христос Хуҫамӑр тепре килсессӗн Унӑн умӗнче кам пирӗн шанчӑк та, савӑнӑҫ та, мухтав пуҫ кӑшӑлӗ те пулӗ? Ытти ӗненекенсемпе пӗрлех эсир те мар-и вара?
Кам ҫак пӑсӑк та ҫылӑхлӑ ӑру хушшинче Манран тата Ман сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Ашшӗ мухтавӗпе, святой ангелӗсемпе пӗрле килсен унран вӑтанӗ».
Ҫавӑнпа та вӑхӑчӗ ҫитиччен, Хуҫамӑр тепре киличчен никама та айӑпласа ан калаҫӑр. Вӑл килӗ те тӗттӗмре палӑрманнине ҫутта кӑларӗ, вӑрттӑн шухӑшсене те палӑрмалла тӑвӗ. Ҫавӑн чухне вара кашниех Турӑран хӑйне тивӗҫ мухтавне илӗ.
Канӑҫлӑх Турри Хӑй сире туллин сӑвапласа тасаттӑр. Иисус Христос Хуҫамӑр тепре киличчен сирӗнте йӑлтах: чун-чӗм те, чун та, ӳт-пӳ те – тӗрӗс-тӗкел упранса юлтӑр.