Тӑвансем! Пӗлсемӗр: эпӗ сирӗн патӑра темиҫе хут та пыма пуҫтарӑнсаттӑм, анчах та паян кунчченех чӑрмавсем тупӑнса пычӗҫ. Эпӗ сирӗн патӑрта та, Турра пӗлмен ытти халӑхсем хушшинчи пекех, ӗненӳшӗн тунӑ ӗҫӗмсен уссине курасшӑнччӗ.
Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп.