17 Эпир вара, тӑвансемӗр, сирӗнтен кӗске вӑхӑтлӑха уйӑрӑлтӑмӑр. Анчах та куҫа-куҫӑн курса калаҫаймастпӑр пулин те, эсир асран каймарӑр, сире тата ытларах курас килекен пулчӗ.
Хӑвӑнпа судлашас текенпе пуҫлӑх патне кайнӑ чухне ҫул ҫинчех ҫураҫма тӑрӑш. Ахальлӗн вӑл сана судья патне илсе пырӗ, судья вара сана тӗрмене хуптарма хуралҫӑ аллине парӗ.
Тӑвансем! Пӗлсемӗр: эпӗ сирӗн патӑра темиҫе хут та пыма пуҫтарӑнсаттӑм, анчах та паян кунчченех чӑрмавсем тупӑнса пычӗҫ. Эпӗ сирӗн патӑрта та, Турра пӗлмен ытти халӑхсем хушшинчи пекех, ӗненӳшӗн тунӑ ӗҫӗмсен уссине курасшӑнччӗ.
Халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпарпа тавӑрӑнчӗ. Сирӗн ӗненесси те, юратасси те иксӗлмен иккен. Эсир пире ырӑпа кӑна асӑнни ҫинчен те, эпир сире курасшӑн пулнӑ пекех эсир те пире курасшӑн иккенне те Тимофей каласа кӑтартрӗ.