Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 1-мӗш 2:13 - Синодальный НЗ

13 Эсир пирӗнтен Турӑ сӑмахне илтсессӗн, ӑна этем сӑмахӗ тесе мар, Турӑ сӑмахӗ тесе йышӑнтӑр. Ҫавӑншӑн эпир тӑтӑшах Турра тав тӑватпӑр. Вӑл, чӑнах та, Турӑ сӑмахӗ. Ҫав сӑмах сирӗн чӗрере – ӗненекенсен чӗринче – хӑйӗн ӗҫне тӑвать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 1-мӗш 2:13
41 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр мар, сирӗнти Аҫӑр Сывлӑшӗ мӗн каламаллине калаттарӗ.


«Сире йышӑнакан Мана та хапӑл тӑвать. Мана хапӑл тӑвакан Мана кунта Яракана та йышӑнать.


«Турӑ сӑмахне илтекенсем, ӑна пурнӑҫлакансем телейлӗ», – тенӗ вара Иисус.


Пӗррехинче Иисус Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ. Турӑ сӑмахне итлесшӗн Ун патне халӑх кӗпӗрленсе пухӑннӑ.


«Ҫак ытарлӑх акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх вӑл – Турӑ сӑмахӗ.


«Манӑн аннем, Манӑн тӑванӑмсем – Турӑ сӑмахне итлекенсем, ӑна пӑхӑнса пурӑнакансем», – хуравланӑ вӗсене Иисус.


Эсир ӗнтӗ ӳкӗтлесе вӗрентнӗ Манӑн сӑмахӑмпа тасалтӑр.


Вӗсене Хӑвӑн чӑнлӑхупа сӑвапласа тасат: Санӑн сӑмаху – чӑнлӑх.


Вӗсем те Санӑн чӑнлӑхупа тасалччӑр тесе Хама Эпӗ вӗсемшӗн паратӑп.


Эпӗ ҫавӑнтах сан патна ҫынсем ятӑм. Эсӗ килни аван пулчӗ. Турӑ сана мӗн хушнине йӑлтах итлесчӗ тесе эпир халӗ пурте Турӑ умӗнче тӑратпӑр».


Ҫакна илтсен ытти халӑх ҫыннисем савӑнса Хуҫа Турӑ сӑмахне мухтанӑ. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн малтанах пӳрнисем пурте ӗненме пуҫланӑ.


Пирӗн калаҫӑва Фиатир хулинчен пынӑ Лидия ятлӑ пӗр хӗрарӑм та итлесе ларчӗ. Турра питӗ хисеплекен ҫав хӗрарӑм хаклӑ йышши пир-авӑр сутса пурӑннӑ. Павел сӑмахӗсене ӑнланса илме Хуҫамӑр унӑн чун-чӗрине уҫрӗ.


Кунти халӑх Фессалоника ҫыннисенчен пархатарлӑрах пулнӑ, Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ. Кунсеренех вӗсем апостолсем вӗрентнине Ҫырнинче каланипе танлаштарса тӗрӗсленӗ.


Вилнисем чӗрӗлесси ҫинчен илтсен пухура ларакансенчен хӑшӗ-пӗрисем тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ. «Эпир сана тепӗр чух та итлӗпӗр-ха», – тенӗ теприсем.


Вара унӑн сӑмахне хапӑлласа йышӑннисем тӗне кӗнӗ, ҫав кун тепӗр виҫӗ пин ӗненекене яхӑн хутшӑннӑ.


Самари ҫыннисем Турӑ сӑмахне йышӑннине илтсен, Иерусалимри апостолсем вӗсем патне Петрпа Иоана янӑ.


Ҫапла вара, ӗненес тесен, малтан Турӑ сӑмахне илтес пулать.


Пирӗн ҫине, уҫӑ сӑн-питлӗскерсем ҫине, Хуҫа Турӑ мухтавӗн ҫути тӗкӗр ҫине ӳкнӗ пек ӳкет. Хуҫа Туррӑмӑрӑн Сывлӑшӗ пулӑшнипе эпир Ун евӗрлӗ пулса, чаплӑланса пыратпӑр.


Ӳт-пӗвӗм халсӑрришӗн ун чухне эсир мана тиркеме май пур ҫӗртех тиркемерӗр, манран йӗрӗнсе пӑрӑнмарӑр. Эсир мана Турӑ ангелне хапӑл тунӑ пекех, Христос Иисуса хапӑл тунӑ пекех йышӑнтӑр.


Мӗншӗн тесен Турӑ сӑмахӗ чӗрӗлӗхлӗ, ӗҫлӗхлӗ. Вӑл ик енӗ те ҫивӗч хӗҫрен те ҫивӗчрех. Вӑл пирӗн ӑша ҫав тери тарӑн – чун-чӗрепе шӑм-шак таранах – витерет. Турӑ сӑмахӗ чӗрери ӗмӗт-шухӑша та хакласа уйӑрса илет.


Мӗншӗн тесен вӗсене хыпарланӑ пекех, пире те канӑҫлӑха кӗме хыпар тунӑ. Анчах та вӗсем илтнӗ сӑмах, итлекенсен ӗненӗвӗпе пӗр пулаймасӑр, усса кайман.


Хӑй пултарнисем хушшинче малтанхи аван ҫимӗҫсем пек пулччӑр тесе, Турӑ пире чӑнлӑх сӑмахӗпе Хӑйӗн ачисем тума шутланӑ.


Эсир вилӗмлӗ этемрен мар, вилӗмсӗр те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Турӑ сӑмахӗнчен ҫӗнӗрен ҫуралнӑ.


Хуҫамӑр сӑмахӗ кӑна ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать». Ҫав сӑмаха – Турӑ сӑмахне – сире ӳкӗтлесе вӗрентнӗ те ӗнтӗ.


ҫӑлӑнӑҫ илмешкӗн ӳссе ҫитеесчӗ тесе, кӑкӑр ачисем пек, чун-чӗмӗн таса сӗчӗ патне туртӑнӑр.


сӑваплӑ пророксем авалах каланӑ сӑмахсене тата апостолсем хӑвӑра вӗрентнӗ Хуҫамӑрӑн тата Ҫӑлаканӑмӑрӑн пил-хушӑвӗсене асра тытӑр.


Ӑна шанса пурӑнакан кашни ҫынах, Христос пек таса пуласчӗ тесе, хӑйне тасатать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ