Фессалоникисем патне 1-мӗш 2:11 - Синодальный НЗ11-12 Хӑвӑрах пӗлетӗр: эпир сире пурсӑра та ашшӗ ачисене ӳкӗтленӗ пекех Турра юрӑхлӑ пурӑнма тархасласа ӳкӗтлерӗмӗр, йӑлӑнтӑмӑр. Турӑ сире Хӑйӗн Патшалӑхне кӗме, Хӑйӗн мухтавне тивӗҫлӗ пулма чӗнсе илнӗ. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Хӑш чурасен хуҫисем хӑйсем те Турра ӗненеҫҫӗ пулсан, вӗсем пирӗн ӗненекен тӑвансем-ха тесе, чурасен хӑйсен хуҫисене хисеплемесӗр тӑмалла мар. Пачах урӑхла, хуҫисем хӑйсен савнӑ ӗненекен тӑванӗсем, ырӑ тӑваканӗсем пулнине кура, чурасен хуҫисемшӗн тата лайӑхрах тӑрӑшса ӗҫлемелле. Ҫапла ӳкӗтлесе вӗрент.