Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 1-мӗш 1:9 - Синодальный НЗ

9-10 Пирӗн ҫинчен, пире эсир епле хапӑл туни ҫинчен ҫынсем хӑйсемех пур ҫӗрте те кала-кала кӑтартаҫҫӗ. Чӗрӗ те чӑн Турра чунтан парӑнас тесе, Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлне, пире ҫитес ҫилӗрен хӑтаракана, Иисуса, тӳперен килессе кӗтес тесе, эсир кӗлеткесене пуҫҫапма пӑрахни пирки те калаҫаҫҫӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 1-мӗш 1:9
30 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Эсӗ – Чӗрӗ Туррӑн Ывӑлӗ, Христос», – тавӑрнӑ вара Петр текен Симон.


«Эй, халӑх! Мӗн хӑтланатӑр эсир? Эпир сирнешкел ҫынсемех! Эпир сире ҫак суя турӑсене ан пуҫҫапчӑр тесе, чӗрӗ Турӑ енне ҫавӑрӑнччӑр тесе вӗрентетпӗр. Чӗрӗ Турӑ тӳпене те, ҫӗре те, тинӗсе те тата вӗсенче мӗн пуррине те пултарнӑ.


«Турӑ вӗсене: „Эсир Манӑн халӑхӑм мар“, – тенӗ вырӑнтах вӗсене: „Эсир – чӗрӗ Турӑ ачисем“, – тейӗҫ».


Чӑн Турра пӗлмен чухне пуҫҫапмалли чӗлхесӗр кӗлеткесем патне сире вӑйпах темскер ертсе кайнине хӑвӑрах пӗлетӗр.


Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑра пыни усӑсӑр пулманнине хӑвӑрах пӗлетӗр.


Эсир пирӗнтен Турӑ сӑмахне илтсессӗн, ӑна этем сӑмахӗ тесе мар, Турӑ сӑмахӗ тесе йышӑнтӑр. Ҫавӑншӑн эпир тӑтӑшах Турра тав тӑватпӑр. Вӑл, чӑнах та, Турӑ сӑмахӗ. Ҫав сӑмах сирӗн чӗрере – ӗненекенсен чӗринче – хӑйӗн ӗҫне тӑвать.


Мӗншӗн тесен эпир чӗрӗ Турра шаннӑран тӑрӑшатпӑр, хур кӑтартнине тӳсетпӗр. Чӗрӗ Турӑ вара – пур ҫынна та, уйрӑммӑнах ӗненекенсене, Ҫӑлакан.


Эсир вара Сион тӑвӗ патне, чӗрӗ Турӑ хули патне, тӳпери Иерусалим патне, пин-пин ангел патне ҫывхартӑр.


Эй, ачамсем! Кӗлеткесене пуҫҫапасран асӑрханса пурӑнӑр. Аминь.


Ҫӗр ҫинчи патшасем унпа асса пурӑнчӗҫ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем унӑн ясарӗн эрехӗпе ӳсӗр ҫӳрерӗҫ».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ