Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Фессалоникисем патне 1-мӗш 1:8 - Синодальный НЗ

8 Мӗншӗн тесен Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ сирӗн патран Македонипе Ахаияра кӑна мар, пур ҫӗре те сарӑлчӗ. Эсир Турра епле ӗненнине пур ҫӗрте те пӗлнӗрен пирӗн хушса каламалли нимех те ҫук.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Фессалоникисем патне 1-мӗш 1:8
20 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ахаияра Рим лартнӑ Галлион пуҫлӑх хуҫаланнӑ чухне иудейсем пӗр каварлӑ пулса Павела ярса тытнӑ та суд умне тӑратнӑ.


Сирӗн ӗненӗвӗр пирки тӗнчипех пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та чи малтанах сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп.


Мӗншӗн тесен Македонири тата Ахаияри ӗненекенсем Иерусалимри чухӑн ӗненекенсем валли укҫа-тенкӗ пуҫтарса парса ячӗҫ.


Эсир ӗненӗве чунпа парӑннине пурте пӗлеҫҫӗ, эпӗ те сирӗншӗн савӑнатӑп. Ҫапах та ман сире ҫакна калассӑм пур: ырӑ тума ӑста пулӑр, усал тума пӗлмен пулӑр.


Тӑвансем! Турӑ сӑмахӗ сирӗнтен тухнӑ-им? Е сирӗн патӑра кӑна ҫитнӗ-им?


Тавах Турра! Турӑ пире Христос урлӑ яланах ҫӗнтерӳллӗ тӑвать. Пирӗн урлӑ вара Хӑй ҫинчен пур ҫӗрте те техӗмлӗ те чаплӑ пӗлӳ сарать.


Пирӗн ҫак ҫирӗп шанчӑк Христос урлӑ Турӑран килет.


Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑрта туллин тӑтӑр. Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӑслӑн ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра тав туса юрлӑр.


Ҫавӑнпа эпир Туррӑн чиркӗвӗсенче сирӗнпе мухтанатпӑр: эсир хӗсӗрлевпе хӗн-хура чӑтӑмлӑн та ӗненӳллӗн тӳссе ирттернӗшӗн сирӗнпе мухтанатпӑр.


Ҫапла ӗнтӗ, тӑвансемӗр, пирӗншӗн кӗлтӑвӑр. Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пытӑрччӗ, хӑвӑр патӑрти пекех мухтавлӑ пултӑрччӗ.


Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ арҫынсен пур ял-хулара та кӗлтумалла тетӗп. Вӗсем ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр аллисене Турӑ патнелле таса шухӑшпа ҫӗклеччӗр тетӗп.


Вӑрӑ-хураха сӑнчӑрланӑ пек, мана Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн сӑнчӑрларӗҫ. Анчах та Турӑ сӑмахне сӑнчӑрлаймӑн.


Димитрий ҫинчен пурте лайӑхпа кӑна асӑнаҫҫӗ, чӑнлӑх хӑй ун ҫинчен каласа ҫирӗплетет. Ун ҫинчен эпир те шантарсах калатпӑр, эпир ҫирӗплетни чӑн пулнине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр.


Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ.


«Килсем!» – теҫҫӗ Сывлӑш та, Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ те. «Килсем!» – тетӗр ҫакна итлекенӗ те. Ӑш хыпни те, кӑмӑл тӑваканни те килсе чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ