6 Ӗненӳшӗн хӗн-хур тӳсме лексен те, эсир пирӗн сӑмаха Святой Сывлӑш паракан савӑнӑҫпа йышӑнтӑр. Ҫапла майпа эсир те пирӗн евӗрлӗ, Хуҫамӑр евӗрлӗ пулса тӑтӑр.
Унтан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пыракан пулас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр.
Иисус татах халӑха каланӑ: «Эпӗ – тӗнче ҫути. Ман хыҫӑмран пыракан тӗттӗмлӗхре ҫӳремӗ, вӑл чӗрӗлӗх ҫутиллӗ пулӗ».
Вӗсен вӗренекенӗсен чун-чӗрисем вара савӑнӑҫпа, Святой Сывлӑшпа тулнӑ.
Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн хур курма тивӗҫ пулнишӗн савӑнса апостолсем синедрионран тухса кайнӑ.
Пӗтӗм Иудейӑри, Галилейӑри, Самарири ӗненекен ушкӑнсемшӗн лӑпкӑ пурӑнӑҫ пуҫланнӑ. Ӗненекенсем Турӑ сӑмахне вӗренсе, Хуҫа Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Святой Сывлӑш хастарлӑх панипе вӗсен йышӗ ӳссех пынӑ.
Шанчӑклӑх Турри сирӗн чун-чӗрӗре, хӑвӑр ӗненнине кура, тӗрлӗ савӑнӑҫпа, канӑҫлӑхпа тултартӑр. Вара шанчӑкӑр Святой Сывлӑш хӑвачӗпе татах ҫирӗпленӗ.
Эпӗ Христосран тӗслӗх илнӗ пек, эсир те манран тӗслӗх илӗр.
Эй, тӑвансем! Эпӗ мӗн каланине йӑлтах асра тытнӑшӑн, эпӗ вӗрентсе хӑварнӑ Хуҫа Турӑ йӑли-йӗркипе пурӑннӑшӑн сире ырлатӑп.
Ҫавӑнпа та сире тархаслатӑп: эпӗ Христос евӗрлӗ пулма тӑрӑшнӑ пекех, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр.
Пире кӳрентереҫҫӗ, анчах та эпир яланах савӑнӑҫлӑ. Пире чухӑн теҫҫӗ, анчах та эпир нумайӑшне пӗтми мул паратпӑр. Пирӗн, ҫук ҫынсен, пурте пур.
Вӗсем эпир шаннӑ чухлӗ кӑна мар, унтан та ытларах турӗҫ, пӗтӗм чунне чӑн малтанах Хуҫа Турра, унтан Турӑ ирӗкӗпе пире пачӗҫ.
Чун-чӗм ҫимӗҫӗсем вара ҫаксем: юратулӑх, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, чӑтӑмлӑх, тивлетлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӗненӳ,
Ҫапла вара, юратакан ачисем пек пулса, Турӑ евӗр пулма тӑрӑшӑр,
Эй, тӑвансем! Ман евӗр пулӑр. Кам пирӗн евӗр пурӑнать, ҫавсенчен эсир те тӗслӗх илӗр.
Ҫавӑнпа эпир Туррӑн чиркӗвӗсенче сирӗнпе мухтанатпӑр: эсир хӗсӗрлевпе хӗн-хура чӑтӑмлӑн та ӗненӳллӗн тӳссе ирттернӗшӗн сирӗнпе мухтанатпӑр.
Пирнешкел пурӑнмаллине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. Эпир вара сирӗн патӑрта ӗҫсӗр ларман,
Паллах, ӗненекенсен шучӗпе пурӑнма пирӗн ирӗк пур, анчах та, сирӗншӗн тӗслӗх пулас тесе, эпир хамӑра хамӑр тӑрантарса пурӑнтӑмӑр.
Турӑ сӑмахне кирек хӑҫан та ҫине тӑрса вӗрент, кирлӗ чухне ҫынсене питле, чар, пӗтӗм чӑтӑмлӑхупа ӑс парса ӳкӗтле.
Тӗрмене хупнисен асапне, ҫав шутрах манӑнне те, эсир те пӗрлех пайлатӑрччӗ. Тӳпере хӑвӑрӑн лайӑхрах, пӗтми пурлӑх пуррине пӗлнӗ пирки ҫӗр ҫинчи пурлӑхӑра туртса илнишӗн те кулянмастӑрччӗ.
Эппин, уншӑн савӑнӑр. Халӗ тем тӗрлӗ тӳсме тивет пулин те, кӑштах кулянса илӗр те, савӑнӑр.
Хӑвӑр курман Христоса эсир юрататӑр; халӗ те, курмасӑрах, Ӑна ӗненетӗр, калама ҫук хӗпӗртесе, савӑнмаллипех савӑнатӑр.
Эсир ырришӗн тӑрӑшатӑр пулсан, камах сире усал тӑвайӗ?
Савнӑ тӑванӑм! Усаллинчен мар, ырринчен тӗслӗх ил. Ырӑ тӑвакан ҫын вӑл Турӑран, усал тӑвакан вара Турра пӗлмест.