Халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпарпа тавӑрӑнчӗ. Сирӗн ӗненесси те, юратасси те иксӗлмен иккен. Эсир пире ырӑпа кӑна асӑнни ҫинчен те, эпир сире курасшӑн пулнӑ пекех эсир те пире курасшӑн иккенне те Тимофей каласа кӑтартрӗ.
Ҫавӑнпа та эпир яланах сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр: Туррӑмӑр сире мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавна тивӗҫлӗ тутӑрччӗ; ырӑ тума та, ӗненӗве ӗҫпе ҫирӗплетме те вӑй патӑрччӗ тетпӗр.
Сирӗншӗн, тӑвансемӗр, пирӗн яланах Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс пулӗччӗ, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӗвӗр ҫирӗпленсех пырать, сирӗн хушшӑрта пӗр-пӗрне юратасси те вӑйлансах пырать.