Сирӗн Турра тивӗҫлӗ, пур тӗлӗшрен те Ӑна юрӑхлӑ пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватпӑр. Кирек епле ырӑ ӗҫӗр те тухӑҫлӑ пултӑрччӗ, Турра пӗлесси ӳссех пытӑрччӗ.
Тӑвансем! Юлашкинчен эпир сире Христос Иисус ячӗпе ҫакӑн пирки тархаслатпӑр. Эпир сире Турра юрӑхлӑ епле пурӑнмаллине вӗрентсеччӗ, ҫавна сирӗн тата лайӑхрах тытса пымалла пултӑрччӗ.
Енчен те тӑлӑх арӑмӑн ачисем е мӑнукӗсем пулсассӑн, вӗсем чи малтан кил-йышне хисеплеме вӗренччӗр. Ачи-пӑчисем ашшӗ-амӑшне ырӑпа тавӑрччӑр. Ҫапла туни Турра юрӑхлӑ.
Турӑ пире ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗпе, ырӑлӑхӗпе ҫӑлнӑ, Хӑйӗн халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗ. Вӑл пире ҫав ырӑлӑха Иисус Христос урлӑ ӗмӗрсем пуҫланичченех пама пулнӑ.
Эсир те чӗрӗ чул евӗрлӗ. Чун-чӗм ҫуртне купаланӑ чухне Турра хӑвӑрпа усӑ курма парӑр. Иисус Христос урлӑ Турра юрӑхлӑ чун-чӗм парнисем кӳмешкӗн ҫав ҫуртра сирӗн сӑваплӑ священниксем пулмалла.