Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Петрӑн 1-мӗш 4:3 - Синодальный НЗ

3 Ӗнтӗ ҫитӗ, ахаль те эсир чӑн Турра пӗлмен халӑхсем пек кӑмӑл хыҫҫӑн кайса чылай вӑхӑт хушши путсӗрленсе, аскӑнланса арҫын арҫынпа е выльӑхпа асса, ясар шухӑшласа, ӗҫке ерсе, намӑссӑр ӗҫкӗ-ҫикӗсем ирттерсе, ирсӗр кӗлеткесене пуҫҫапса пурӑнтӑр.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Петрӑн 1-мӗш 4:3
30 Iomraidhean Croise  

Ҫапла вара, эпир ӗлӗк ним пӗлменнине манӑҫа хӑварса, Турӑ халӗ пур ҫынсене те, пур ҫӗрте те ӳкӗнме хушать.


Эппин, кун ҫутинчи пек йӗркеллӗ пурӑнар. Намӑссӑрланса та ӗҫке ярӑнса, ясарланса та аскӑнланса, хирӗҫсе те кӗвӗҫсе пурӑнар мар.


Чӑн Турра пӗлмен чухне пуҫҫапмалли чӗлхесӗр кӗлеткесем патне сире вӑйпах темскер ертсе кайнине хӑвӑрах пӗлетӗр.


Ҫавнашкаллисем сирӗн хушшӑрта та пулнӑ. Анчах та эсир шыва кӗнӗ, сӑвапланса тасалнӑ, Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тата Туррӑмӑр Сывлӑшӗпе тӳрре тухнӑ.


Сирӗн патӑра пырсассӑн Туррӑм мана каллех мӗскӗнрен те мӗскӗне хӑварасран шикленетӗп. Ирсӗр ӗҫ туса, аскӑн та пӑсӑк пурӑнса ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн ӳкӗнмен нумай ҫыншӑн манӑн хӳхлесе йӗмелле ан пултӑрччӗ.


Ӳт-пӳ ӗҫӗсем паллӑ ӗнтӗ. Вӗсем ҫаксем: мӑшӑра улталани, аскӑнлӑх, ирсӗрлӗх, намӑссӑрлӑх,


курайманлӑх, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, ӳсӗрле хӑтланкаларӑшсем тата ҫавнашкал тем те пӗр. Эпӗ сире малтан та асӑрхаттарнӑччӗ, халӗ татах калам: ҫавӑн пек пурӑнакансем Турӑ Патшалӑхӗн еткерне илеймӗҫ.


Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, вӑл путсӗре кӑларать. Ун вырӑнне чун-чӗрӗре Святой Сывлӑшпа тултарӑр.


Мӗншӗн тесен эпир хамӑр та тахҫан айванччӗ, пӑхӑнмастӑмӑрччӗ, ҫӗтсе кайнӑччӗ; ҫылӑхлӑ кӑмӑлпа тӗрлӗ киленӗҫ чурисемччӗ, ҫилленсе-кӗвӗҫсе пурӑнаттӑмӑр, киревсӗрччӗ, пӗр-пӗрне кураймастӑмӑр.


Итлекен ачасем пек пулӑр. Турра пӗлмен чухнехи, малтанхи ҫылӑхлӑ кӑмӑла хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр.


Мӗншӗн ҫырас терӗм-ха? Мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем сирӗн хушшӑра вӑрттӑн шӑвӑнса кӗчӗҫ. Унашкаллисене айӑплав пуласси ҫинчен Ҫырнинче тахҫанах каланӑ. Турра хисеплемен ҫав ҫынсем Турӑ панӑ ырӑлӑха пула тем тума та юрать теҫҫӗ. Хӑйсем вара пӗртен-пӗр Патша Турра, Иисус Христос Хуҫамӑра йышӑнмаҫҫӗ.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan