Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Петрӑн 1-мӗш 2:7 - Синодальный НЗ

7 Ҫапла вара, сирӗншӗн, ӗненекенсемшӗн, Вӑл питӗ хаклӑскер. Ӗненменнисемшӗн – ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул кӑна. Анчах та Вӑл никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ. Вӑл – такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Петрӑн 1-мӗш 2:7
26 Iomraidhean Croise  

Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-и?


Турӑ сӑмахне ӗненменнисене унран такӑнма пӳрнӗ.


Хӑвӑр курман Христоса эсир юрататӑр; халӗ те, курмасӑрах, Ӑна ӗненетӗр, калама ҫук хӗпӗртесе, савӑнмаллипех савӑнатӑр.


Раав ятлӑ аскӑн хӗрарӑм, ӗненӗве пула, Турра пӗлменнисемпе пӗрле вилмен, мӗншӗн тесен Израилӗн вӑрттӑн сӑнавҫисене кӑмӑллӑн йышӑннӑ, хӑй патӗнче ҫӗр каҫарнӑ, кайран урӑх ҫулпа ӑсатса янӑ.


Ҫапла вара, Туррӑн канӑҫлӑхне кӗресчӗ тесе тӑрӑшар. Итлеменнисенчен тӗслӗх илсе никам та унта кӗреймесӗр ан юлтӑрччӗ.


Мӗншӗн тесен эпир хамӑр та тахҫан айванччӗ, пӑхӑнмастӑмӑрччӗ, ҫӗтсе кайнӑччӗ; ҫылӑхлӑ кӑмӑлпа тӗрлӗ киленӗҫ чурисемччӗ, ҫилленсе-кӗвӗҫсе пурӑнаттӑмӑр, киревсӗрччӗ, пӗр-пӗрне кураймастӑмӑр.


Унпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран кӑна эсир те пурӑнӑҫ туллилӗхне илтӗр. Вӑл – ҫӳлти пуҫлӑхсемпе влаҫсен пуҫӗ.


Пӗрисемшӗн эпир вилӗм кӳрекен пӗтмелли шӑршӑ, теприсемшӗн – чӗрӗлӗх паракан пурӑнӑҫ шӑрши. Ҫак тивӗҫе кам хӑй ҫине илме пултарӗ?


Манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсен хурри пулас марччӗ, эпӗ тӑрӑшни Иерусалимри ӗненекен тӑвансемшӗн усӑллӑ пултӑрччӗ.


Израиль халӑхӗ пирки вара Вӑл ҫапла каланӑ: «Аллӑмсене ҫав итлемен, кутӑн халӑх енне тӑсса, Эпӗ яра куна кӑлӑхах кӗтрӗм».


Эй, Агриппа патша! Ҫавӑнпа эпӗ тӳперен курӑннине итлемесӗр тӑма пултараймарӑм.


Вара вӗсем ҫав хӗрарӑма каланӑ: «Эпир ӗнтӗ сан сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр. Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан, Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр».


Анчах та Иисус вӗсене тинкерсе пӑхнӑ та: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ“, – тесе ҫырни мӗне пӗлтерет?


Урӑх халӑхсемшӗн вӑл чӑн ҫутӑ пулӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхне мухтава кӑларӗ».


Унтан Симеон вӗсене пилленӗ те, Ача Амӑшне Марияна каланӑ: «Мария, Сан чуну хӗҫпе каснӑ пек касӑлӗ, мӗншӗн тесен ку Ачана пула Израильте ӳкекен те, тӑракан та нумай пулӗ. Ун пирки нумай тавлашӗҫ, чылайӑшӗ ӑна хирӗҫ тӑрӗҫ, ҫапла вӗсен чун-чӗринчи вӑрттӑн шухӑшӗсем палӑрӗҫ».


Эсир Ун патне, чӗрӗ чул патне, ҫывхаратӑр. Ҫынсем ӑна пӑрахӑҫланӑ, анчах та Турӑшӑн вӑл паха пулнӑ, Турӑ ӑна суйласа илнӗ.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan