Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Марк 7:4 - Синодальный НЗ

4 Ҫавнашкалах пасартан тавӑрӑнсан та ҫӑвӑнас йӑлана туса ирттермелле, вара тин ҫимелле. Вӗсен тата ытти нумай йӑласене те тытса пымалла: савӑт-сапана та, сак-тенкеле те йӗркене пӑхӑнса ҫумалла.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Марк 7:4
15 Iomraidhean Croise  

Тӗрлӗ парне таврашӗ ӗҫсе ҫиес, ҫӑвас йӑлана туса пымаллине кӑна палӑртать. Ӳт-пӳпе кӑна ҫыхӑннӑ ҫак йӑла-йӗркене Турӑ ҫынсене ҫӗнӗ йӗркеччен кӑна тытса пымалла тунӑ.


Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, вӗсен ӑшӗ вара ҫӑткӑнлӑхпа, тӗрӗсмарлӑхпа тулнӑ.


Турӑ патне пырӑр, вара Вӑл та сирӗн патӑра пырӗ. Эй, ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑрсене ҫуса тасатӑр. Эй, икӗ питлисем, чун-чӗрӗре тӳрлетӗр.


Ҫавӑнта вунӑ витре кӗрекен ултӑ чул савӑт ларнӑ. Вӗсемпе иудейсем ӗҫсе ҫиес умӗн тасалу йӑлине тунӑ чух усӑ курнӑ пулнӑ.


Енчен те эпир, Вӑл ҫутӑра ҫӳренӗ евӗрлех, ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсан – эппин пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнатпӑр. Эппин Унӑн Ывӑлӗн Иисус Христосӑн Юнӗ пире тӗрлӗ ҫылӑхран тасатать.


Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илсе халӑх умӗнче аллине ҫунӑ та: «Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ яваплӑ мар, хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр», – тенӗ.


Ҫавӑн чухне Иоанӑн вӗренекенӗсемпе иудейсем хушшинче тасалу йӑли пирки тавлашу сиксе тухнӑ.


Эй, суккӑр фарисей! Чашӑк-тирӗк тулашӗ таса пултӑр тесен малтан ӑшне тасат.


Эсир те Турӑ хушнине пӑрахӑҫласа этем шухӑшласа кӑларнӑ йӑласене ҫеҫ – савӑт-сапа ҫӑвассине тата ҫавӑн евӗрлӗ ытти тем те пӗре – тытса пыратӑр».


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan