Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Марк 2:2 - Синодальный НЗ

2 Нумаях та вӑхӑт иртмен, алӑк патӗнче те вырӑн юлмиех халӑх пуҫтарӑннӑ. Иисус ҫынсене Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Марк 2:2
20 Iomraidhean Croise  

Иисус каллех тинӗс хӗррине кайнӑ. Пӗтӗм халӑх Ун тавра пуҫтарӑннӑ, Вӑл халӑха вӗрентнӗ.


Анчах та лешӗ, кайнӑ-кайманах, мӗн пулса иртни ҫинчен пурне те пӗлтерсе, каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Иисусӑн вара хулана куҫкӗретӗнех кӗресси пӗтнӗ, Вӑл хула тулашӗнче, ялсӑр вырӑнсенче ҫӳренӗ. Ун патне халӑх пур ҫӗртен те пырсах тӑнӑ.


Турӑ сӑмахне кирек хӑҫан та ҫине тӑрса вӗрент, кирлӗ чухне ҫынсене питле, чар, пӗтӗм чӑтӑмлӑхупа ӑс парса ӳкӗтле.


Ҫырнинче вара: «Турӑ сӑмахӗ санӑн ҫывӑхунтах, санӑн чӗлхӳ-ҫӑварунта, санӑн чӗрӳнте», – тенӗ. Ҫак сӑмах – эпир вӗрентекен ӗненӳ сӑмахӗ.


Святой Сывлӑш хӑйсене Асире Турӑ сӑмахне вӗрентме чарнӑ пирки вӗсем Фригипе Галати ҫӗрӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ.


Пергире Хуҫамӑрӑн сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗсем Атталине аннӑ.


Стефана вӗлернӗ вӑхӑтранпах хӗсӗрленӗ пирки тарса-саланса кайнӑ ӗненекенсем Финики таранах, Кипрпа Антиохи таранах ҫитнӗ. Вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсемсӗр пуҫне урӑх никама та вӗрентмен.


Апостолсем вара Хуҫамӑр сӑмахне ҫирӗплетсе пӗлтерсе, вӗрентсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн каллех Иерусалима тавӑрӑннӑ. Ҫула май Самари тӑрӑхӗнчи ялсенче те Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.


Ҫав хушӑра унта темиҫе пин ҫын пуҫтарӑннӑ, тӑвӑр пулнипе вӗсем пӗр-пӗрне хӗстернӗ. Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсем енне ҫавӑрӑнса ҫапла каланӑ: «Фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен – вӗсен икӗпитлӗхӗнчен – сыхланӑр.


«Ҫак ытарлӑх акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх вӑл – Турӑ сӑмахӗ.


Иисус ҫавӑн хыҫҫӑн хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳренӗ. Унпа пӗрле Вун иккӗшӗ


«Сана пурте шыраҫҫӗ», – тенӗ вӗсем Иисуса тупсан.


Пӗтӗм хулипех алӑк умне пуҫтарӑннӑ.


Иоана тӗрмене тытса хупнӑ. Иисус вара Галилейӑна пынӑ та Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.


Иисус вӗсене ҫапла каласа вӗрентме пуҫланӑ:


Пӗррехинче Иисус халӑха вӗрентнӗ. Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчи пур ял-хуларан тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем те унта ларнӑ. Чирлисем сывалнипе Хуҫа Турӑ вӑй-хӑвачӗ палӑрнӑ.


Ҫыран хӗррине тухсан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вӑл ҫынсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ. Вара Иисус вӗсене чылай вӗрентнӗ.


Иисус каллех Капернаума пырсан темиҫе кунранах Вӑл килне тавӑрӑнни ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan