9 Ӗненекен ушкӑнрисем патне эпӗ ҫыру ҫырса ятӑм, анчах та вӗсен пуҫлӑхӗ Диотреф, хуҫаланма юратаканскер, пире йышӑнмасть.
Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ.
Вӗсем чӗнмен, мӗншӗн тесен ҫул тӑршшӗпех хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашса пынӑ пулнӑ.
«Кам ҫакнашкал ачасенчен пӗрне Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑваканни Мана ҫеҫ мар, Мана кунта Яракана та йышӑнать».
вӗсене ҫапла каланӑ: «Кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑвакан Мана кунта Яракана йышӑнать. Сирӗнтен кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫав аслӑ пулӗ».
Пӗр-пӗрне тӑванла ӑшшӑн юратӑр, пӗр-пӗрне хисеплеме васкӑр.
Вӑл – Чиркӳ ӳт-пӗвӗн пуҫӗ. Вӑл – пуҫламӑшӗ; пур тӗлӗшӗнчен те малта пулмашкӑн чӗрӗлсе тӑнисенчен пӗрремӗшӗ.
Христос вӗрентӗвне пӑсакан, ҫав вӗрентӳпе пурӑнман кашни ҫынах Турӑсӑр тӑрса юлать. Христос вӗрентӗвӗпе пурӑнаканӑн Ашшӗ те, Ывӑлӗ те пур.
Ҫапла ӗнтӗ пирӗн, чӑнлӑхшӑн тӑрӑшакансене пулӑшас тесен, унашкаллисене хапӑл тӑвас пулать.