Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 3-мӗш 1:4 - Синодальный НЗ

4 Ачамсем чӑнлӑхпа ҫӳреҫҫӗ тени мана пуринчен те ытла савӑнтарать.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 3-мӗш 1:4
18 Iomraidhean Croise  

Ачамсене каланӑ пек калатӑп: хире-хирӗҫле пултӑр тесен эсир те чун-чӗрӗре уҫӑр.


Эпӗ вара, вӗсем Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗн ҫулӗпе тӳрӗ пыманнине курсан, Петра пурин умӗнчех ҫапла каларӑм: «Эсӗ иудей пуҫҫӑнах иудей йӑли-йӗркипе мар, ытти халӑхсен йӑли-йӗркипе пурӑнатӑн пулсан, епле-ха тата ытти халӑхсене иудей йӑли-йӗркипе пурӑнма хистетӗн?»


Эй, ачамсем! Христос сӑнарӗ сирӗн чунӑрта пуличченех ача ҫуратакан хӗрарӑм тӳсекен асапа эпӗ каллех тӳсетӗп.


Хӑвӑрах пӗлетӗр: эпир сире пурсӑра та ашшӗ ачисене ӳкӗтленӗ пекех Турра юрӑхлӑ пурӑнма тархасласа ӳкӗтлерӗмӗр, йӑлӑнтӑмӑр. Турӑ сире Хӑйӗн Патшалӑхне кӗме, Хӑйӗн мухтавне тивӗҫлӗ пулма чӗнсе илнӗ.


ӗненӳри чӑн-чӑн ывӑлӑма Тимофея. Сана Атте Туррӑмӑрпа Христос Иисус Хуҫамӑртан ырӑлӑх, тивлет тата канӑҫлӑх пултӑр.


ӗненӳри савнӑ ывӑлӑма Тимофея. Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑртан сана ырӑлӑх, тивлет, канӑҫлӑх пултӑр.


Эпӗ ӗненӳри ывӑлӑмшӑн, Онисимшӑн, тархаслас тетӗп. Кунта, тӗрмере, эпӗ уншӑн чун-чӗм ашшӗ пулса тӑтӑм.


Эй, ачамсем! Эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн вара Атте Турӑ умӗнче пирӗн Хута кӗрекен пур. Вӑл – тӳрӗлӗхлӗ Иисус Христос.


Санӑн хӑш-пӗр ачусем, Атте Турӑ хушнӑ пек, чӑнлӑх ҫулӗпе кайнине пӗлсен, эпӗ питӗ савӑнтӑм.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan