Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 3-мӗш 1:2 - Синодальный НЗ

2 Савнӑ тӑванӑм! Эпӗ санӑн сывлӑхушӑн кӗлтӑватӑп, чуну ырӑланса пынӑҫемӗн санӑн пурне те ӑнӑҫтарса пымалла пултӑрччӗ тетӗп.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 3-мӗш 1:2
19 Iomraidhean Croise  

Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус фарисейсене ҫапла каланӑ: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ.


Мӗншӗн тесен вӑл вилмеллех чирленӗччӗ, анчах Турӑ ӑна хӗрхенчӗ. Турӑ ӑна ҫеҫ мар, мана та хӗрхенчӗ: хуйхӑ ҫине суйхӑ пуласран хӑтарчӗ.


Харпӑр хӑвӑршӑн кӑна мар, ҫынсемшӗн те тӑрӑшӑр.


Сирӗншӗн, тӑвансемӗр, пирӗн яланах Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс пулӗччӗ, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӗвӗр ҫирӗпленсех пырать, сирӗн хушшӑрта пӗр-пӗрне юратасси те вӑйлансах пырать.


Хуҫа Турӑ савакан тӑванӑмӑрсем! Пирӗн сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тумалла. Мӗншӗн тесен Турӑ сире Святой Сывлӑшпа сӑваплатса, чӑнлӑха ӗнентерсе ҫӑлса хӑвармашкӑн чӑн малтанах суйласа илнӗ.


Эй, тӑвансемӗр! Чӑн малтанах эсир тупа тума пӑрахӑр: ҫӗрпе те, пӗлӗтпе те – нимӗнпе те тупа ан тӑвӑр. Айӑпланмалла пулас мар тесессӗн сирӗн сӑмахӑр: «Ҫапла, ҫапла» тата «Ҫук, ҫук», – тени кӑна пултӑр.


Пуринчен те ытларах вара пӗр-пӗрне юратӑр, мӗншӗн тесен юратулӑх нумай-нумай ҫылӑха саплаштарать.


Унтан та ытларах, Турӑ панӑ ырӑлӑхпа аталансах пырӑр, Иисус Христос Хуҫамӑра, хамӑра Ҫӑлаканӑмӑра, пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗрлӗх кунра та мухтав! Аминь.


Ватӑ ҫынран – савнӑ Гай патне. Эпӗ сана чӑнласах юрататӑп.


Санӑн ӗҫӳсене, хуйху-суйхуна та, чухӑнлӑхна та (тӗрӗссипе, эсӗ – пуян) пӗлетӗп. Хӑйсене иудей текенсем сан пирки усал калаҫаҫҫӗ. Вӗсем иудейсем мар – шуйттан пухӑвӗ.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan