Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 5:9 - Синодальный НЗ

9 Енчен те эпир ҫынсем ҫирӗплетсе каланине йышӑнатпӑр пулсан, паллах, Турӑ ҫирӗплетсе калани чылай хӑватлӑрах. Мӗншӗн тесен ӑна Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каланӑ.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 5:9
13 Iomraidhean Croise  

Петр ҫапла каласа тӑнӑ чухнех сасартӑк вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупласа илнӗ. Пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра; Ӑна итлӗр», – текен сасӑ илтӗннӗ.


Аттем ӗҫне тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те, Манӑн ӗҫӗмсене ӗненӗр. Вара тин эсир Аттем Манра пулнине, Эпӗ те Унра пулнине пӗлсе ӑнланса илӗр».


Эсир, Ҫырнине тишкерсе вуласа, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса шанатӑр, Ҫырни вара хӑех Ман ҫинчен пӗлтерет.


Хӑй малтанах суйласа илнӗ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳрӗ суд тумалли куна Турӑ палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Ҫавна ҫынсене пурне те ӗнентерес тесе, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ».


Ҫакна курса ҫирӗплетекенсем – эпир хамӑр тата Турӑ Хӑйне пӑхӑнакансене панӑ Святой Сывлӑш».


Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне ҫирӗплетмешкӗн Турӑ Хӑй те паллӑсемпе хӑватсем, тӗрлӗ тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартнӑ, Святой Сывлӑшӑн парнисене илмешкӗн те Унран ирӗк пулнӑ.


Икӗ япалара – сӑмах панинче тата тупа тунинче – Турӑ суйма пултараймасть. Ҫакна Вӑл пирӗн, Хӑйӗн хӳттине пынисен, умри шанчӑк ҫирӗп пултӑр тесе тунӑ.


Турӑ Ывӑлне ӗненекенӗн вара ҫав ҫирӗплетсе калани ӑшра упранать. Турӑ ҫирӗплетсе пӗлтернине ӗненмен ҫын Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каласа пӗлтернине ӗненмест. Ҫапла майпа вӑл Турра суеҫӗ вырӑнне хурать.


Ҫавӑн ҫинчен ҫӗр ҫинче те виҫҫӗн ҫирӗплетсе калаҫҫӗ: Святой Сывлӑш парнисем, шыв тата юн. Ҫаксем виҫҫӗшӗ те пӗрешкелех каласа пӗлтереҫҫӗ.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan