Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 5:8 - Синодальный НЗ

8 Ҫавӑн ҫинчен ҫӗр ҫинче те виҫҫӗн ҫирӗплетсе калаҫҫӗ: Святой Сывлӑш парнисем, шыв тата юн. Ҫаксем виҫҫӗшӗ те пӗрешкелех каласа пӗлтереҫҫӗ.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 5:8
14 Iomraidhean Croise  

Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр.


Ун ҫинчен нумайӑшӗ суйса айӑп кӑтартнӑ, анчах вӗсем кӑтартнисем ҫителӗксӗр пулнӑ.


Эпӗ Аттемрен анакан чӑнлӑх Сывлӑшне сирӗн патӑра ярӑп. Ҫав Лӑплантаракан Сывлӑш сире Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ пулӗ.


Анчах та пӗр салтакӗ Ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикнӗ, ҫавӑнтах юнпа шыв юхса тухнӑ.


Пророксем ҫырнӑ сӑмахсем те вӑл каланипе пӗр килеҫҫӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ:


Эпир Турӑ ачисем пулнине пирӗн чун-чӗме ҫав Сывлӑш ҫирӗплетсе пӗлтерет.


Вӑл пире Хӑйӗн пичечӗпе палӑртнӑ, пулассине шантарса чӗремӗрсене Хӑйӗн Сывлӑшне хывнӑ.


Ҫавӑнпа та Иисус, ҫынсене Хӑйӗн Юнӗпе сӑвапласа тасатас тесе, хула хапхи тулашӗнче асап курнӑ.


Ҫакнашкал ҫынсем те пур: вӗсем чӑн ҫутта тухнӑ, ҫӳлти сӑвапа астивнӗ, Святой Сывлӑш илнӗ. Ҫак ҫынсем Туррӑн ырӑ сӑмахне илтнӗ, лери пурӑнӑҫ вӑй-хӑватне те курнӑ. Ҫаксем пӗтӗмпех ырӑлӑх пулнине пӗлсе тӑнӑ ҫинчех вӗсем Турӑран пӑрӑннӑ. Вӗсене ӗнтӗ ӳкӗнтерсе каялла тавӑрма ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑ Ывӑлне тепӗр хут пӑталаҫҫӗ, мӑшкӑл тӑваҫҫӗ.


Ҫакӑ вӑл – пулассин сӑнарӗ: халӗ эпир, ҫӑлӑнас тесе, шыва кӗретпӗр. Шыва кӗни вара ӳт-пӗве ҫуса тасатни мар, таса чунпа пурӑнмашкӑн Турра сӑмах пани. Иисус Христос чӗрӗлсе тӑнине пула, шыва кӗни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать.


Енчен те эпир ҫынсем ҫирӗплетсе каланине йышӑнатпӑр пулсан, паллах, Турӑ ҫирӗплетсе калани чылай хӑватлӑрах. Мӗншӗн тесен ӑна Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каланӑ.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan