Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 5:14 - Синодальный НЗ

14 Ҫавӑнпа та эпир Турӑ умӗнче хамӑра ҫирӗп кӑмӑллӑ тыткалатпӑр: эпир Унран, Хӑй вӗрентнӗ пек, кирек мӗн ыйтсассӑн та, Вӑл пире итлет.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 5:14
26 Iomraidhean Croise  

Эсир кӗлӗ тунӑ чухне ӗненсе кирек мӗн ыйтсан та, ыйтнине йӑлтах илӗр».


Эсӗ Мана илтессе пӗлетӗп пулин те, ҫакна Эпӗ кунта тӑракан халӑхшӑн каларӑм. Мана Эсӗ янине ӗненччӗр терӗм».


Эсир Ман ятӑмпа Аттемрен кирек мӗн ыйтсан та, Ывӑлӗ урлӑ Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр тесе, эсир мӗн ыйтнине пурнӑҫлӑп.


Эсир Манра пулсан Ман сӑмахӑмсем те сирӗн ӑшӑрта пулӗҫ. Вара мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ыйтнине сире парӗҫ.


Халиччен эсир Ман ятӑмпа нимӗн те ыйтманччӗ-ха. Ыйтӑр – савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе сире мӗн ыйтнине парӗҫ».


Анчах та ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлеменнине пӗлетпӗр вӗт-ха. Вӑл Хӑйне хисеплекене, Хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлакана кӑна итлет.


Унпа пӗрлӗхлӗ пулса, Ӑна ӗненсе, эпир ҫирӗп кӑмӑллӑн та шанчӑклӑн Турӑ патне ҫывхарма пултаратпӑр.


Малашне те ҫавнашкалах шанчӑкӑра сӳнме ан парӑр, уншӑн сире аслӑран та аслӑ сӑвап пулӗ.


Малтанхи ҫирӗп ӗненӗве вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Христоспа пӗр пая кӗреетпӗр.


Христос вара Турӑ кил-ҫуртӗнче – шанчӑклӑ Ывӑлӗ. Пирӗн кӑмӑл ҫирӗп, эпир шанчӑк пуррипе мухтанатпӑр. Енчен те ҫав пахалӑхсене вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Унӑн кил-ҫурчӗ пулӑпӑр.


Тархасласан та – илейместӗр. Мӗншӗн тесен эсир ырӑ тӗллевшӗн ыйтмастӑр, хӑвӑр кӑмӑл туртнине ҫырлахтарасшӑн ыйтатӑр.


Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене пӗр-пӗрне уҫса парӑр. Сывалас тесессӗн пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр. Тӳрӗ ҫын хӗрӳллӗн кӗлтуни тем тума та пултарать!


Ҫапла вара, ачамсем, Турӑ Суйласа илни килсессӗн, Ун умӗнче ҫирӗп кӑмӑллӑн та намӑсланмасӑр тӑрас тесен, Унӑн вӗрентӗвӗпе пурӑнӑр.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan