Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 5:12 - Синодальный НЗ

12 Христоса Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнаканӑн ҫав чӗрӗлӗх пур, Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнман ҫыннӑн вара – ҫук.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 5:12
10 Iomraidhean Croise  

Кам ӗненсе шыва кӗрӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ. Кам ӗненмӗ, ҫавна юлашки судра айӑплӗҫ.


Хӑйне йышӑнакансене, Хӑйне ӗненекенсене Вӑл Турӑ ачисем пулма ирӗк панӑ.


Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать».


Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман сӑмаха итлекен, Мана кунта Яракана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫать, унӑн Турӑ судне те пымалла мар.


Турӑ ырӑлӑхне пула эсир Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ. Турӑ Ӑна пирӗн ӑслӑлӑх та, тӳрӗлӗх те, сӑваплӑх та, тӳлевлӗх те тунӑ.


ӗнтӗ эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман чунӑмри Христос пурӑнать. Эпӗ халӗ ӳтлӗ-пӳллӗ пурӑнатӑп пулсан, Турӑ Ывӑлне ӗненнипе кӑна пурӑнатӑп: Вӑл, мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗме панӑ.


Малтанхи ҫирӗп ӗненӗве вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Христоспа пӗр пая кӗреетпӗр.


Христос вӗрентӗвне пӑсакан, ҫав вӗрентӳпе пурӑнман кашни ҫынах Турӑсӑр тӑрса юлать. Христос вӗрентӗвӗпе пурӑнаканӑн Ашшӗ те, Ывӑлӗ те пур.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan