Ҫутта тӗттӗмлӗхрен пулма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне пӗлтерсе ҫутта кӑлармашкӑн чӗремӗрсене ҫутатрӗ. Мухтав ҫути вара Иисус Христос сӑн-питӗнчен килет.
Халӗ вара, Турра пӗлнӗ хыҫҫӑн, тата тӗрӗсрех каласан, Турӑ сире пӗлнӗ хыҫҫӑн, мӗншӗн-ха эсир ҫут ҫанталӑкӑн халсӑр та мӗскӗн вӑйӗсем патне таврӑнасшӑн, мӗншӗн каллех вӗсен чури пуласшӑн?
Турӑ пире епле юратнине эпир пӗлтӗмӗр, ҫав юратулӑха ӗнентӗмӗр. Турӑ вӑл юратулӑх, ҫавӑнпа та юратуллӑ пурӑнакан ҫын Турӑра пулать, Турӑ та ҫав ҫынра пулать.