Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 4:21 - Синодальный НЗ

21 Турӑ пире ҫакӑн пек пил-хушу панӑ: Турра юратакан хӑй тӑванне те юраттӑр.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 4:21
20 Iomraidhean Croise  

«„Хӑвна ҫывӑх ҫыннуна юрат, тӑшманна кураймасӑр тӑр“, – тенине эсир илтнӗ ӗнтӗ.


«Ӑна хӗрхенсе пулӑшаканни», – тенӗ саккун вӗрентӳҫи. Вара Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Кай та эсӗ те ҫапла ту».


„Эпӗ сире юратнӑ пекех, эсир те пӗр-пӗрне юратӑр“, – тесе пил-хушу паратӑп сире.


Мӗншӗн тесен пӗтӗм саккунӑн тӗш сӑмахӗ ҫакӑ: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат».


Мӗншӗн тесен Христос Иисусӗпе пӗр пулсан, ӳт кастарнипе кастарманни ниме те пӗлтермест. Чи кирли вара – юратулӑхра палӑракан ӗненӳ.


Ӗненекен тӑвансене юратасси ҫинчен ҫырма кирлех мар пуль, мӗншӗн тесен Турӑ сире пӗр-пӗрне юратма вӗрентнине хӑвӑрах пӗлетӗр.


Тата ҫакна каламалла: пӗр шухӑш-туйӑмлӑ пулӑр, ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр, хӗрхенӳллӗ, вашаватлӑ, сӑпайлӑ пулӑр.


Пуринчен те ытларах вара пӗр-пӗрне юратӑр, мӗншӗн тесен юратулӑх нумай-нумай ҫылӑха саплаштарать.


Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Сирӗн патӑра ҫӗнӗ пил-хушу ҫырса ямастӑп. Вӑл авалхи пил-хушӑвах, ӑна сире ӗненме пуҫласассӑнах панӑ. Ҫав авалхи пил-хушу сӑмахне эпир ӗненме пуҫласассӑнах илтнӗ.


Пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла тенине эсир ӗненме пуҫласанах илтнӗ.


Ӗненекен тӑвансене юратнӑран эпир вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнине пӗлетӗр. Тӑванне юратман ҫыннӑн чунӗ вилӗм тыткӑнӗнче.


Эй, ачамсем! Сӑмахпа е чӗлхепе юратар мар, ӗҫпе тата чӑнлӑхпа юратар.


Унӑн пил-хушӑвӗ вара ҫапла: пирӗн, Хӑй хушнӑ пек, Унӑн Ывӑлне Иисус Христоса ӗненмелле, пӗр-пӗрне юратмалла.


Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ пире ҫав териех юратать пулсан, пирӗн те пӗр-пӗрне юратмалла.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan