20 Эпӗ Турра юрататӑп текен, ӗненекен тӑванне курайман ҫын – суеҫӗ. Куҫкӗретӗн курӑнакан тӑванне юратман ҫын курӑнман Турра епле юратайтӑр?
Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем пулнине сирӗн хушшӑрти юратулӑхран пӗлӗҫ».
Хӑвӑр курман Христоса эсир юрататӑр; халӗ те, курмасӑрах, Ӑна ӗненетӗр, калама ҫук хӗпӗртесе, савӑнмаллипех савӑнатӑр.
Енчен те эпир хамӑра Унпа хутшӑнура тӑратпӑр тетпӗр пулсан, хамӑр вара тӗттӗмрех ҫӳретпӗр пулсан, эппин эпир суятпӑр, чӑнлӑхпа пурӑнмастпӑр.
Енчен те хамӑра ҫылӑхсӑр тетпӗр пулсан – эппин хамӑра хамӑр улталатпӑр, пирӗнте Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ ҫук пулать.
Ӗненекен тӑванне курайман ҫын вара тӗттӗмлӗх ӑшӗнче, тӗттӗмре ҫӳрет. Куҫӗ тӗттӗмпе суккӑрланнӑран вӑл хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест.
«Эпӗ Ӑна пӗлетӗп», – теекен, анчах хӑй Унӑн пил-хушӑвӗсене пӑхӑнса пурӑнман ҫын – суеҫӗ, унра Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ ҫук.
Кам хӑйне ҫутӑлӑхра ҫӳретӗп тет, анчах ӗненекен тӑванне юратмасть, ҫав тӗттӗмлӗхрен тухман-ха.
Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленекен тӑванне хӗрхенмест пулсан, унра епле Турӑ юратулӑхӗ пулайтӑр?
Турра никам та нихӑҫан та курман. Анчах та эпир пӗр-пӗрне юратсан Турӑ пирӗн чунра пулать, Турӑ юратулӑхӗ пирӗн ӑшра тулли пулать.