18 Юратулӑхра хӑрани ҫук, тулли юратулӑх хӑранине пӗтерет, мӗншӗн тесен хӑрани вӑл – ҫитес айӑплав ҫинчен шухӑшлани. Хӑракан туллин юратма пултараймасть.
Фарисейсем кӑна ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать».
Мӗншӗн тесен эсир чуралӑхӑн хӑратакан Сывлӑшне мар, хӑвӑра Турӑ ачи пултаракан Сывлӑша илнӗ. Ҫав Сывлӑша пула эпир Турра: «Авва, Аттемӗр!» – тесе йӑлӑнатпӑр.
Турӑ пире хӑрав сывлӑшне паман-ҫке-ха. Вӑл пире хӑватлӑ, юратуллӑ, таса ӑслӑ сывлӑш панӑ.
Ҫавӑнпа та пирӗн, кисренмен Патшалӑха тивӗҫлисен, пархатарлӑ пулмалла. Ҫав пархатарпа Турра юрӑхлӑн, чунтан хисеплесе те хӑраса Турӑшӑн тӑрӑшар.
Турӑ пӗрре пулнине ӗненсе эсӗ аван тӑватӑн. Ҫакнах усал сывлӑшсем те ӗненеҫҫӗ, чӗтресе кӑна тӑраҫҫӗ.
Турра никам та нихӑҫан та курман. Анчах та эпир пӗр-пӗрне юратсан Турӑ пирӗн чунра пулать, Турӑ юратулӑхӗ пирӗн ӑшра тулли пулать.