14 Атте Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне тӗнчене Ҫӑлакан пулмашкӑн янӑ, ҫавна эпир куҫӑн курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр.
Ҫапла Сӑмах ӳтленсе, этем пулса, пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ. Атте Турӑ тулли тивлетлӗ, чӑнлӑхлӑ пӗртен-пӗр Ывӑлне мухтава кӑларчӗ. Эпир Унӑн мухтавне куртӑмӑр.
Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курнӑ та каланӑ: «Акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки.
Эппин мӗншӗн-ха эсир Мана, Аттем Хӑй суйласа илсе тӗнчене Янӑскере, „Эпӗ – Турӑ Ывӑлӗ“ тенӗшӗнех Турра хурлатӑн, тетӗр?
Кам та пулин Ман сӑмахӑма илтсен те Мана ӗненмесен, Эпӗ ӑна айӑпламастӑп. Мӗншӗн тесен Эпӗ тӗнчене айӑпламашкӑн мар, ҫӑлмашкӑн килнӗ.
Чӑн-чӑнах калатӑп сана: Эпир Хамӑр мӗн пӗлнине калатпӑр, мӗн курнине ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр. Эсир ҫапах та Эпир ҫирӗплетсе пӗлтернине йышӑнмастӑр.
Вӑл Хӑй курни-илтнине пӗлтерет, анчах та Вӑл ҫирӗплетсе пӗлтернине никам та йышӑнмасть.
Турӑ Яни Турӑ сӑмахӗпе калаҫать, мӗншӗн тесен Турӑ Хӑйӗн Сывлӑшне виҫесӗр парать.
Вара вӗсем ҫав хӗрарӑма каланӑ: «Эпир ӗнтӗ сан сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр. Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан, Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр».
Эсир, Ҫырнине тишкерсе вуласа, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса шанатӑр, Ҫырни вара хӑех Ман ҫинчен пӗлтерет.
Хайхи Силӑпа Тимофей Македонирен пырсан, чун-чӗри хистенипе Павел иудейсене Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни тесе ҫирӗплетсех пӗлтернӗ.
Ҫак кӗске ҫырӑва Силуан пулӑшнипе ҫыртӑм. Ман шухӑшпа, вӑл сирӗн шанчӑклӑ тӑванӑр. Ҫырасса эпӗ сире хавхалантарас тата шантарас тесе ҫыртӑм. Мӗн калани йӑлтах – Туррӑн чӑн-чӑн ырӑлӑхӗ ҫинчен ҫирӗплетсе калани, ҫавна эсир тытса пырӑр.
Чӑн юратулӑх – эпир Турра юратни мар, Турӑ пире юратни. Пире юратнӑран ӗнтӗ Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине ярса пирӗн ҫылӑхсемшӗн парнелӗхе кӳнӗ.
Енчен те эпир ҫынсем ҫирӗплетсе каланине йышӑнатпӑр пулсан, паллах, Турӑ ҫирӗплетсе калани чылай хӑватлӑрах. Мӗншӗн тесен ӑна Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каланӑ.