9 Турӑ ачи пулма тивӗҫни ҫылӑха кӗмест, мӗншӗн тесен унӑн чун-чӗринче Турӑ акса хӑварни пур. Турӑ ачи пулнӑран вӑл ҫылӑха кӗме те пултараймасть.
Лайӑх йывӑҫ япӑх ҫимӗҫ тума пултараймасть, начар йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тума пултараймасть.
Вӗсем юнпа-ӳтпе те мар, арҫын кӑмӑлӗпе те мар, ҫӳлтен, Турӑран ҫуралаҫҫӗ.
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».
Хамӑр курни-илтнине эпир калаймасӑр тӑраймӑпӑр».
Ҫылӑхшӑн эпир вилӗ: епле тата пирӗн ҫылӑха кӗрсе пурӑнас?
Мӗншӗн тесен ӳт-пӳ чун-чӗме хирӗҫлишӗн антӑхать, чун-чӗм вара – ӳт-пӗве хирӗҫлине кӑмӑллать. Вӗсем пӗр-пӗринпе ҫырлахайманран эсир чылай чухне хӑвӑр мӗн тӑвас тенине тӑваймастӑр.
Эсир вилӗмлӗ этемрен мар, вилӗмсӗр те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан Турӑ сӑмахӗнчен ҫӗнӗрен ҫуралнӑ.
Вӑл тӳрӗ пулнине эсир пӗлетӗр пулсан ҫакна та пӗлсе тӑрӑр: кашни тӗрӗс тӑваканах Унран ҫуралнӑ; Турӑ ачи пулать.
Ӑна ӗненсе пурӑнакан ҫылӑха кӗмест. Ҫылӑха кӗрекен вара Ӑна пӗлмест.
Эй, савнӑ тӑвансем! Пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесен юратулӑх Турӑран килет. Юратакан ҫын – Турӑ ачи, вӑл Турра пӗлет.
Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине ӗненекен кашни ҫынах Турӑ ачи пулать. Ҫапла вара, Ҫӳлти Ашшӗне юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.
Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Турӑ ачи пулма тивӗҫнӗ ҫын ҫылӑха кӗмест. Турӑ ачи хӑйне хӑй упраса пурӑнать, шуйттан ун ҫумне ҫулӑхаймасть.
Турӑран ҫуралнӑ кашни ҫын тӗнчене ҫӗнтерет. Тӗнчене ҫӗнтернӗ ҫав ҫӗнтерӳ хӑвачӗ – пирӗн ӗненӳ.
Савнӑ тӑванӑм! Усаллинчен мар, ырринчен тӗслӗх ил. Ырӑ тӑвакан ҫын вӑл Турӑран, усал тӑвакан вара Турра пӗлмест.