Кам ҫак ансат пил-хушусенчен пӗрне те пулин пӑсать, ҫынсене те ҫаплах тума вӗрентет, ҫавна Ҫӳлти Патшалӑхра кӗҫӗнни тейӗҫ. Кам пил-хушусене пурнӑҫлать, ҫынсене те ҫаплах тума вӗрентет, ҫавна Ҫӳлти Патшалӑхра асли тейӗҫ.
Павел вара каланӑ: «Эй, хура чунна шурӑпа сӑрланӑскер, Турӑ сана та ҫапӗ-ха! Сана кунта мана саккунпа суд тума лартнӑ, эсӗ вара, мана ҫапма хушса, саккуна ху пӑсатӑн!»