Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 3:24 - Синодальный НЗ

24 Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракан ҫын Турӑра пулать, Турӑ та ҫав ҫынра пулать. Турӑ хамӑрта пулнине вара эпир Вӑл пире панӑ Сывлӑш тӑрӑх пӗлетпӗр.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 3:24
21 Iomraidhean Croise  

Аттем ӗҫне тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те, Манӑн ӗҫӗмсене ӗненӗр. Вара тин эсир Аттем Манра пулнине, Эпӗ те Унра пулнине пӗлсе ӑнланса илӗр».


Ҫав Лӑплантаракан – чӑнлӑх Сывлӑшӗ. Тӗнче Ӑна курмасть те, пӗлмест те, ҫавӑнпа Ӑна йышӑнаймасть. Эсир вара Ӑна пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Вӑл халӗ те сирӗнпе, малашне те сирӗнтех пулӗ.


Пурте пӗр пулччӑр. Эй, Аттем, Эсӗ Манра пулнӑ пек, Эпӗ Санра пулнӑ пек, вӗсем те Пирӗнте пӗр пулччӑр тесе, Мана Эсӗ янине тӗнче ӗнентӗр тесе кӗлтӑватӑп.


Хӑвӑр Турӑ ҫурчӗ пулнине, хӑвӑрта Турӑ Сывлӑшӗ пуррине пӗлместӗр-им эсир?


Сирӗн ӳт-пӗвӗрсем Святой Сывлӑшӑн ҫурчӗ пулнине пӗлместӗр-им? Ӑшӑрта Турӑран илнӗ Сывлӑш пурӑннӑран эсир ӗнтӗ хӑвӑр та хӑвӑрӑн мар.


Туррӑн ҫурчӗпеле пуҫҫапмалли кӗлеткесем епле пӗрле пулччӑр? Эсир вара – чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ. Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсен ӑшӗнче, вӗсен хушшинче пурӑнӑп; вара вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ».


Турӑ пире Хӑйӗн Святой Сывлӑшне панӑ. Эппин ҫак вӗрентӗве хирӗҫлекен вӑл этеме мар, Турра хирӗҫлет.


Хӑвна Турӑ шанса панӑ ыррине ӑшӑмӑрти Святой Сывлӑш пулӑшнипе упра.


Ҫапла вара, эсир ӗненме пуҫласанах мӗн илтнӗ, ҫавӑ сирӗнтех юлтӑр. Илтни сирӗнте юлсассӑн вара эсир Ывӑлӗпе те, Ашшӗпе те хутшӑнса пурӑнӑр.


Эпир Ӑна пӗлсе ҫитни Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пынинчен курӑнать.


Кам Унӑн сӑмахне пӑхӑнса пурӑнать, ҫав ҫынра Турӑ юратулӑхӗ чӑннипех те пулса ҫитнӗ. Хамӑр Унпа килӗшӳллӗ пулнине ҫавӑнтан пӗлетпӗр те.


Хӑйне Турӑпа пӗрлӗхлӗ теекенӗн Иисус пурӑннӑ пек пурӑнмалла.


Мӗн ыйтнине Турӑ пире пӗтӗмпех парӗ, мӗншӗн тесен эпир Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыратпӑр, Ӑна юрӑхлӑ ӗҫсем тӑватпӑр.


Эй, савнӑ тӑвансем! Пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесен юратулӑх Турӑран килет. Юратакан ҫын – Турӑ ачи, вӑл Турра пӗлет.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan