23 Унӑн пил-хушӑвӗ вара ҫапла: пирӗн, Хӑй хушнӑ пек, Унӑн Ывӑлне Иисус Христоса ӗненмелле, пӗр-пӗрне юратмалла.
Иккӗмӗшӗ те ҫавнашкалах аслӑ: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат“.
Сасартӑк вӗсене пӗлӗт пырса хупӑрласа илнӗ, пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Ӑна итлӗр!» – текен сасӑ илтӗннӗ.
Хӑйне йышӑнакансене, Хӑйне ӗненекенсене Вӑл Турӑ ачисем пулма ирӗк панӑ.
Эпӗ сире ҫӗнӗ пил-хушу паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр. Пӗр-пӗрне Эпӗ сире юратнӑ пекех юратӑр.
«Сирӗн кӑмӑлӑр ан пӑсӑлтӑр. Турра ӗненӗр, Мана та ӗненӗр.
„Эпӗ сире юратнӑ пекех, эсир те пӗр-пӗрне юратӑр“, – тесе пил-хушу паратӑп сире.
Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Ху кунта янӑ Иисус Христоса пӗлни ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пулать те ӗнтӗ.
Иерусалимра пасха уявӗнче пулнӑ чухне Иисус тӗрлӗ хӑватсем кӑтартнӑ. Ҫавна курсан чылайӑшӗ Ӑна ӗненме пуҫланӑ.
Турӑ Ывӑлне ӗненекен айӑплӑ пулмӗ. Ӑна ӗненменни вара Туррӑн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне ӗненменрен айӑпа юлнӑ та ӗнтӗ.
«Турӑ Янине ӗненесси Турра юрӑхлӑ пӗртен-пӗр ӗҫ пулать», – хуравланӑ вӗсене Иисус.
«Иисус Христос Хуҫамӑра ӗнен, вара ху та, пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ», – тенӗ вӗсем.
пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр. Христос та, пире юратса, пирӗншӗн Хӑйне Хӑй парнелӗхе, Турра юрӑхлӑ ырӑ парнелӗхе кӳнӗ.
Ӗненекен тӑвансене юратасси ҫинчен ҫырма кирлех мар пуль, мӗншӗн тесен Турӑ сире пӗр-пӗрне юратма вӗрентнине хӑвӑрах пӗлетӗр.
Эпӗ калани чӑн, ҫав сӑмаха пирӗн тӗппипех йышӑнмалла: Христос Иисус ҫак тӗнчене ҫылӑхлисене ҫӑлма килнӗ. Эпӗ – ҫылӑхлисенчен те ҫылӑхлӑрах.
Пӗр-пӗрне яланах чунтан-чӗререн юратӑр. Ӗненекен тӑванӑрсене ултавсӑр юратас тесен вара чунӑрсене чӑнлӑха пӑхӑннипе, Святой Сывлӑш пулӑшнипе тасатӑр.
Пуринчен те ытларах вара пӗр-пӗрне юратӑр, мӗншӗн тесен юратулӑх нумай-нумай ҫылӑха саплаштарать.
Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Сирӗн патӑра ҫӗнӗ пил-хушу ҫырса ямастӑп. Вӑл авалхи пил-хушӑвах, ӑна сире ӗненме пуҫласассӑнах панӑ. Ҫав авалхи пил-хушу сӑмахне эпир ӗненме пуҫласассӑнах илтнӗ.
Пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла тенине эсир ӗненме пуҫласанах илтнӗ.
Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнакан ҫынра Турӑ пулать, ҫынни те Турӑра пулать.
Турӑ пире ҫакӑн пек пил-хушу панӑ: Турра юратакан хӑй тӑванне те юраттӑр.
Эпӗ сирӗн патӑра, Турӑ Ывӑлне ӗненекенсем патне, ҫакна ҫырса яратӑп: Турӑ Ывӑлне ӗненсен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса пӗлсе тӑрӑр.