22 Мӗн ыйтнине Турӑ пире пӗтӗмпех парӗ, мӗншӗн тесен эпир Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыратпӑр, Ӑна юрӑхлӑ ӗҫсем тӑватпӑр.
Петр ҫапла каласа тӑнӑ чухнех сасартӑк вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупласа илнӗ. Пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра; Ӑна итлӗр», – текен сасӑ илтӗннӗ.
Эсир кӗлӗ тунӑ чухне ӗненсе кирек мӗн ыйтсан та, ыйтнине йӑлтах илӗр».
Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кӗлтунӑ чухне мӗн ыйтатӑр, ҫавна парасса ӗненӗр – вара илетӗрех.
Эсир Ман ятӑмпа Аттемрен кирек мӗн ыйтсан та, Ывӑлӗ урлӑ Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр тесе, эсир мӗн ыйтнине пурнӑҫлӑп.
Эпӗ Аттем хушнине туса тӑнӑран Унӑн юратулӑхӗпе пурӑнатӑп. Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир те Ман юратулӑхӑмпа пурӑнӑр.
Эсир Манра пулсан Ман сӑмахӑмсем те сирӗн ӑшӑрта пулӗҫ. Вара мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ыйтнине сире парӗҫ.
«Турӑ Янине ӗненесси Турра юрӑхлӑ пӗртен-пӗр ӗҫ пулать», – хуравланӑ вӗсене Иисус.
Мана кунта Яракан Манпа пӗрлех. Эпӗ яланах Ӑна юрӑхлине кӑна тунӑран Аттем Мана пӑрахмасть, пӗччен хӑвармасть».
Анчах та ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлеменнине пӗлетпӗр вӗт-ха. Вӑл Хӑйне хисеплекене, Хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлакана кӑна итлет.
Ҫапла вара, эпир ӗлӗк ним пӗлменнине манӑҫа хӑварса, Турӑ халӗ пур ҫынсене те, пур ҫӗрте те ӳкӗнме хушать.
Эпӗ иудейсене те, грексене те Турӑ умӗнче ӳкӗнмелли ҫинчен, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненмелли ҫинчен хыпарларӑм.
Хама мӗн кирлине эпӗ пӗтӗмпех илтӗм, ытлашшипех те илтӗм. Эсир Епафродитран парса янӑ парнесене илсен кӑмӑлӑм тулчӗ. Эсир парса яни – Турра юрӑхлӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пек.
Сирӗн Турра тивӗҫлӗ, пур тӗлӗшрен те Ӑна юрӑхлӑ пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватпӑр. Кирек епле ырӑ ӗҫӗр те тухӑҫлӑ пултӑрччӗ, Турра пӗлесси ӳссех пытӑрччӗ.
Хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлаччӑр тесе, сире ырӑ ӗҫсем тума май патӑр. Иисус Христос урлӑ Вӑл пире Хӑйне юрӑхлӑ пек тутӑр. Христоса ӗмӗр-ӗмӗр мухтав! Аминь.
Ӑс ҫитейменни ӑна Турӑран тархасласа ыйттӑр – Турӑ паратех. Памаллине Турӑ пурне те ҫӑмӑллӑн, ӳпкевсӗр парать.
Тархасласан та – илейместӗр. Мӗншӗн тесен эсир ырӑ тӗллевшӗн ыйтмастӑр, хӑвӑр кӑмӑл туртнине ҫырлахтарасшӑн ыйтатӑр.
Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене пӗр-пӗрне уҫса парӑр. Сывалас тесессӗн пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр. Тӳрӗ ҫын хӗрӳллӗн кӗлтуни тем тума та пултарать!
Эпир Ӑна пӗлсе ҫитни Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пынинчен курӑнать.
Ҫавӑнпа та эпир Турӑ умӗнче хамӑра ҫирӗп кӑмӑллӑ тыткалатпӑр: эпир Унран, Хӑй вӗрентнӗ пек, кирек мӗн ыйтсассӑн та, Вӑл пире итлет.