Biblia Todo Logo
Bìoball air-loidhne

- Sanasan -




Иоанӑн 1-мӗш 3:19 - Синодальный НЗ

19 Турӑ умӗнче чӗремӗрсене лӑплантарса, хамӑр чӑнлӑх енче пулнине акӑ мӗнрен пӗлӗпӗр.

Faic an caibideil Dèan lethbhreac




Иоанӑн 1-мӗш 3:19
15 Iomraidhean Croise  

Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем пулнине сирӗн хушшӑрти юратулӑхран пӗлӗҫ».


«Эппин Эсӗ Патшах-и?» – тенӗ Ӑна Пилат. «Эпӗ Патша тесе эсӗ каларӑн, – тавӑрнӑ Иисус. – Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ. Чӑнлӑхлӑ кашни ҫын Ман сасса итлет».


Турӑ хӑватлӑ, сӑмах панине пурнӑҫлӗ тесе шанса тӑнӑ.


Эпӗ ҫакна ҫирӗппӗн шанатӑп: вилӗм те, пурӑнӑҫ та, ангелсем те, ҫӳлти сывлӑшсемпе хӑватсем те, хальхи те, пуласси те,


Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп.


Эппин Турӑ патне таса чунпа, тулли ӗненӳпе, ҫылӑхлӑ чӗремӗрсене сӑваплатса-сирпӗтсе, ӳт-пӗве таса шывпа ҫуса кӗрер.


Шантарни пурнӑҫланнине курма май килмен пулин те, вӗсем пурте ӗненӳпех вилнӗ. Вӗсем Турӑ шантарни хӑҫан та пулин ҫитессе пӗлнипех савӑннӑ. Ҫак ҫӗр ҫинче хӑйсем ҫулҫӳревҫӗсем, ютран килнӗскерсем пулнине уҫҫӑнах каланӑ.


Енчен те хамӑра ҫылӑхсӑр тетпӗр пулсан – эппин хамӑра хамӑр улталатпӑр, пирӗнте Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ ҫук пулать.


Эпӗ сирӗн патӑра эсир чӑнлӑха пӗлменрен ҫырмастӑп. Эсир чӑнлӑха та, чӑнлӑх суя ҫуратманнине те пӗлетӗр.


Ӗненекен тӑвансене юратнӑран эпир вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнине пӗлетӗр. Тӑванне юратман ҫыннӑн чунӗ вилӗм тыткӑнӗнче.


Енчен те хамӑр чун-чӗре хамӑрах айӑплать пулсан, Турӑ мӗн чухлӗ ытларах айӑплӗ! Мӗншӗн тесен Турӑ пирӗн чӗререн аслӑрах, Вӑл йӑлтах пӗлет.


Эй, савнӑ тӑвансем! Енчен те хамӑр чун-чӗре хамӑра айӑпламасть пулсан, эпир Турӑ умне хӑюллӑнах тӑма пултаратпӑр.


Lean sinn:

Sanasan


Sanasan