17 Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленекен тӑванне хӗрхенмест пулсан, унра епле Турӑ юратулӑхӗ пулайтӑр?
Иоанн хирӗҫ ҫапла тавӑрнӑ: «Камӑн икӗ тумтир пур, пӗрне чухӑна патӑр. Камӑн ҫимелли пур, вӑл та ҫаплах тутӑр».
Мӗншӗн тесен эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр. Вӑл, чап тӗлӗшӗнчен пуянскер, Хӑйне мӗскӗнлетсе сире мухтавпа пуйтарас тесе, сирӗншӗн мӗскӗне тухнӑ.
Пӗрне-пӗри ырӑ тума ан манӑр, туслӑ пурӑнӑр – Турра шӑпах ҫакнашкал парнесем юрӑхлӑ.
Ӗненекен тӑванӑн тӑхӑнмалли те, ҫимелли те ҫук пулсан,
сирӗнтен хӑшӗ те пулин ӑна мӗн кирлине памасӑрах: «Канӑҫлӑ каях, ӑшӑн тата ҫисе тӑран», – тенинчен мӗн усси?
Эпӗ Турра юрататӑп текен, ӗненекен тӑванне курайман ҫын – суеҫӗ. Куҫкӗретӗн курӑнакан тӑванне юратман ҫын курӑнман Турра епле юратайтӑр?
Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине ӗненекен кашни ҫынах Турӑ ачи пулать. Ҫапла вара, Ҫӳлти Ашшӗне юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.