16 Юратулӑх мӗнне эпир пӗлетпӗр: Христос пирӗншӗн чунне панӑ, пирӗн те тӑвансемшӗн чуна пама хатӗр пулмалла.
Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».
Эпӗ – ырӑ кӗтӳҫӗ. Ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн чунне парать.
Аттем Мана пӗлнӗ пекех, Эпӗ те Аттеме пӗлетӗп. Эпӗ сурӑхӑмсемшӗн чунӑма паратӑп.
Эпӗ сире ҫӗнӗ пил-хушу паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр. Пӗр-пӗрне Эпӗ сире юратнӑ пекех юратӑр.
Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне панӑ. Ҫакна Вӑл ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе тунӑ.
Ҫапла вара, сыхланса пурӑнӑр, пӗтӗм кӗтӗве те сыхлӑр. Сире ҫав кӗтӗве пӑхма Святой Сывлӑш шанса панӑ. Ӗненекен ушкӑн кӗтӳҫисем пулӑр. Ҫав ушкӑна – Хуҫамӑрӑн тата Туррӑн Чиркӗвне – Вӑл Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.
Вӗсем ман чунӑмшӑн пуҫӗсене хума та хатӗр пулчӗҫ. Вӗсене пӗр эпӗ кӑна мар, Христоса ӗненекен ытти халӑх ҫыннисен чиркӗвӗсем те пурте тав тӑваҫҫӗ. Вӗсен килти чиркӗвне пухӑнакансене те манран салам калӑр.
Христос вара пирӗншӗн эпир ҫылӑхлӑ чухнех вилнӗ. Ҫапла майпа Турӑ пире Хӑй епле юратнине кӑтартса панӑ.
Ҫапла вара, пирӗн валли – вилесле асапсем, сирӗн валли – чӗрӗ пурӑнӑҫ.
пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр. Христос та, пире юратса, пирӗншӗн Хӑйне Хӑй парнелӗхе, Турра юрӑхлӑ ырӑ парнелӗхе кӳнӗ.
Эй, арҫынсем! Арӑмӑрсене Христос ӗненекенсене юратнӑ пек юратӑр, Вӑл Чиркӳшӗн Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ.
Сирӗн ӗненӗвӗр – Турра кӳмелли парне. Ҫав парне ҫине юнӑма юхтарма тивсессӗн те эпӗ хӗпӗртӗп, сирӗн савӑнӑҫӑра пайлӑп.
Христос ӗҫӗшӗн вӑл вилес патнех ҫитнӗччӗ. Ун чухне мана пулӑшма сирӗн май килмен пирки вӑл пурӑнӑҫне шеллемесӗр маншӑн тӑрӑшрӗ.
Эсир пирӗншӗн хаклӑ ҫынсем пулса тӑтӑр, ҫавӑнпа та, сирӗншӗн тӑрӑшса, эпир сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме кӑна мар, чунӑмӑрсене пама та хатӗрччӗ.
Пире ҫав ырӑлӑх шанчӑк ҫитес телейлӗ куна – хамӑра Ҫӑлакан аслӑ Туррӑмӑр Иисус Христос мухтавлӑ килес куна – кӗтме вӗрентет.
Пӗлетӗр ӗнтӗ, сире мӑн аслаҫӑрсенченех юлнӑ пушӑ пурӑнӑҫран тутӑхса пӗтекен ылтӑн-кӗмӗлпе мар, пӗр ҫитменлӗхсӗр, таса Путек евӗр Христосӑн хаклӑ Юнӗпе тӳлесе илнӗ.
Пире ҫылӑхсенчен хӑтарас, тӳрӗ пурӑнтарас тесе, Вӑл пирӗн ҫылӑхсене Хӑйӗн ӳчӗпе хӗрес ҫине ҫӗкленӗ. Эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.
Мӗншӗн тесессӗн, пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Христос та пирӗн ҫылӑхсемшӗн асап курнӑ. Вӑл, Тӳрӗскер, тӳрӗ мар пурӑнакансемшӗн пӗрре вилнӗ. Ӳт-пӗвне вӗлернӗ пулин те, Вӑл, чун-чӗмӗпе чӗрӗлсе,
Хӑйне Турӑпа пӗрлӗхлӗ теекенӗн Иисус пурӑннӑ пек пурӑнмалла.
Кам хӑйне ҫутӑлӑхра ҫӳретӗп тет, анчах ӗненекен тӑванне юратмасть, ҫав тӗттӗмлӗхрен тухман-ха.
Хӑйсем ҫапла каласа ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: «Кӗнекене илсе пичете хӑйпӑтма Эсӗ тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен Сана пусса Турра кӳчӗҫ. Эсӗ пире, тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисене, Турӑ валли Хӑвӑн Юнупа тӳлесе илтӗн.