11 Пирӗн пӗр-пӗрне юратмалла тенине эсир ӗненме пуҫласанах илтнӗ.
Ҫавӑнпа Вӑл сӗтел хушшинчен тухнӑ та, ҫиелти тумне хывса, пилӗкне ал шӑлли ҫыхнӑ.
„Эпӗ сире юратнӑ пекех, эсир те пӗр-пӗрне юратӑр“, – тесе пил-хушу паратӑп сире.
Пӗр-пӗрин йывӑрлӑхӗсене ҫурмалла пайлӑр, ҫапла туни Христос саккунне пурнӑҫлани пулать те ӗнтӗ.
пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр. Христос та, пире юратса, пирӗншӗн Хӑйне Хӑй парнелӗхе, Турра юрӑхлӑ ырӑ парнелӗхе кӳнӗ.
Ӗненекен тӑвансене юратасси ҫинчен ҫырма кирлех мар пуль, мӗншӗн тесен Турӑ сире пӗр-пӗрне юратма вӗрентнине хӑвӑрах пӗлетӗр.
Ӳкӗтӗн тӗллевӗ вара – таса чӗререн, таса чунран, чӑн-чӑн ӗненӳрен килекен юратулӑх.
Пӗр-пӗрне яланах чунтан-чӗререн юратӑр. Ӗненекен тӑванӑрсене ултавсӑр юратас тесен вара чунӑрсене чӑнлӑха пӑхӑннипе, Святой Сывлӑш пулӑшнипе тасатӑр.
Тата ҫакна каламалла: пӗр шухӑш-туйӑмлӑ пулӑр, ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр, хӗрхенӳллӗ, вашаватлӑ, сӑпайлӑ пулӑр.
Пуринчен те ытларах вара пӗр-пӗрне юратӑр, мӗншӗн тесен юратулӑх нумай-нумай ҫылӑха саплаштарать.
Акӑ, эпир Унран Хӑйӗнчен илтнине сире хыпарлатпӑр: «Турӑ вӑл – ҫутӑлӑх, Унра нимӗнле тӗттӗмлӗх те ҫук».
Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ пире ҫав териех юратать пулсан, пирӗн те пӗр-пӗрне юратмалла.
Турӑ пире ҫакӑн пек пил-хушу панӑ: Турра юратакан хӑй тӑванне те юраттӑр.
Эй, савнӑ тӑвансем! Пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесен юратулӑх Турӑран килет. Юратакан ҫын – Турӑ ачи, вӑл Турра пӗлет.
Халӗ вара, хисеплӗ хӗрарӑм, санӑн патна темле ҫӗнӗ пил-хушу мар, хамӑр ӗненме пуҫласанах пӗлнӗ пил-хушӑва ҫырса яратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр!